Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Аслă Мами шкулĕнче пĕр харăс тĕрлĕ енлĕ тупăшас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăна шкул ачисен спартакиади шучĕпе йĕркеленĕ.
Çамрăк спортсменсем пневматика винтовкинчен тĕл перессипе, çĕр çумĕнчен хăйсен кĕлеткине ал вăйĕпе çĕклессипе ?хĕрсем/, турник çинче янах хурассипе ?каччăсем/, 60 е 100 метра хăвăрт чупса тухассипе, 1500, 2000, 3000 метрлă дистанцисене чупса парăнтарассипе ăмăртнă.
Шкул ачисем çулĕсене кура тĕрлĕ ушкăнсенче мала тухассишĕн тупăшнă. Аслă Мами, Карăклă, Вăрăмпуç, Янкăлч, Чакаç, Шăхасан тата Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсенче вĕренекен спортсменсем уйрăмах хастар пулнине палăртса хăвармалла. Çĕнтерÿçĕсене кашни спорт тĕсĕнче медаль тата грамота, ушкăнсене кубоксем парса чысланă.