«Çак карточкăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен 1941 çулта ÿкерттернĕччĕ», — çапла аса илетчĕ анне — Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова, ку сăн ÿкерчĕкре вăл çирĕм тăххăрта) Перасковья Федоровна. Вăл 1912 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралнă. Кунта ман анне чăваш тумтирĕпе — аркăллă кĕпепе, саппунпа, çуллахи пиншакпа, шурă нускипе, урлă тÿммеллĕ пушмакпа. Вăл вăхăтра чăн-чăн ятуллă тумтир!!
Ура çинче тăракан çамрăк çын — 16 çулхи Яковлев Иван Яковлевич, çине тăрсах салтак пулма хатĕрленет. Ун кăкăрĕ çинче вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕррине пĕлтерекен значоксем. Вăл манăн иккĕмĕш сыпăкри кукка.
Лараканĕ — ман кукка, аннен 26 çулхи шăллĕ Федоров Михаил Федорович. Вăл Çĕнĕ Чалкассинче ОСОВИАХИМ организацийĕн ретĕнче тăнă. Ăна вăрçă пуçланиччен салтака — хĕç-пăшалпа усă курма вĕренме илсе кайнă. 1941- мĕш çулта çулла амăшĕ вилсен куккана отпуска яраççĕ, анчах вăл амăшĕпе сыв пуллашма ĕлкĕреймен.
Ман куккасем иккĕшĕ те вăрçă хирĕнчен таврăнайман, иккĕшĕ те хыпарсăр çухалнă: Михаил Федорович 1941 çулхи сентябрьте Мускав çывăхĕнче пынă çапăçусенче, Иван Яковлевич — 1945 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче. Нумай салтак тивĕçлĕ награда илме ĕлкĕреймен. Вĕсем тÿрех çапăçăва кĕрсе кайнă та, унтан тухайман.
Аннепе куккасем çуралнă пĕчĕк Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчен 64 çын вăрçăран таврăнайман. Ял-йыш манман вăрçă паттăрĕсене. Ветерансен канашĕ, депутатсем, ял халăхĕ çине тăнипе ялта питĕ ятуллă асăну комплексĕ туса лартнă.
Ман анне те вăрçă çулĕсенче нушине, тертне нумай курнă. Вăрçăччен Улатăр патĕнче Сăр шывĕ урлă кĕпер тунă çĕрте лашапа тăпра турттарнă. Вăрçă пуçлансан Тăвай районне окоп чавма кайнă, унта киле таврăнмасăр лашапа ĕçленĕ. Унтан Йĕпреç районĕнчи Çиçĕм поселокра уйăхĕ-уйăхĕпе киле таврăнмасăр пăравуссем валли вутă хатĕрленĕ. Анне — тылпа ĕç ветеранĕ, 1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн медале, юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
Анне, Петрова Перасковья Федоровна, 92 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ăна тăвансем, кÿршĕсем хисеплесе юлашки çула ăсатрĕç.
Дарья ПЕТРОВА