Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Районти виçĕ клуб юсав хыççăн ĕçлеме тытăннă

Районти виçĕ клуб юсав хыççăн ĕçлеме тытăннă

Нумаях пулмасть Калиновка ялĕнчи клуб юсав хыççăн ял çыннисене йышăннă. Ăна «Культура малой родины» федерацин парти проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртме май килнĕ.

Вăл хăйĕн илемĕпе тата çĕнĕлĕхĕпе куçа илĕртет, çитес вăхăтра вара çак вырăн ял-халăхне тĕрлĕ уяв-концерта пухĕ. Унта тăтăшах савăнăçлă мероприяти йĕркелĕç.

Клуба юсав хыççăн уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова хутшăннă. Вăл пухăннă çынсемпе хăнасене пĕлтерĕшлĕ те нумай кĕтнĕ пулăмпа саламланă. Подрядчика – Джавдян Алимова ĕçе лайăх пурнăçланăшăн район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă. «Тавтапуç сире, пире çак ĕçе пурнăçлама шаннăшăн. Ял çыннисене строительсен ĕç кăтартăвĕ туллин тивĕçтертĕр, культура учрежденийĕ çĕнĕ пултарулăхпа хавхалану туйăмĕ кÿтĕр!» — тенĕ вăл.

Юсав ĕçне пурнăçлама виçĕ миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Строительсем клуб тăррине, чÿречисемпе алăкĕсене улăштарнă, тулти тата шалти стенасене, урай-маччана çĕнетнĕ, сĕтел-пуканпа кирлĕ хатĕр туяннă.

Ял çыннисене Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Антон Мартынов та саламланă. Вăл клуба юсас тĕлĕшпе хăш-пĕр ыйтăва татса пама ялти çынсем те хастар хутшăннине палăртнă, вĕсене айккинче юлманшăн тав сăмахĕ каланă.

«Паянхи кун ялта 250 ытла çын пурăнать. Клуба юсасси çинчен вĕсем тахçантанпах ĕмĕтленнĕ», — каланă районти муниципалитет округĕн депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Александр Данилов.

Культура çурчĕ – пултарулăхпа йăпану тĕнчи. Халĕ унта кашни çын юрлама е ташлама, ал ĕçĕпе ĕçлеме, хăйсене актер ăсталăхĕнче тĕрĕслеме пултарĕ.

Çĕнелнĕ клуба уçнă кун районти артистсемпе пултарулăх коллективĕсем куракансене юрă-кĕвĕпе килентернĕ.

Çавăн пекех асăннă проектпа Çатăрка Çырмипе Кивĕ Шелттем ялĕсенче те юсав хыççăн клубсем ĕçлеме тытăннă.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *