Нумаях пулмасть Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексне ĕç коллективĕсем пуçтарăннă. Вĕсем ГТО нормативне тултарассипе тĕрлĕ упражнени тунă…
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пысăк çитĕнÿсем тума район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Дмитрий Васильев хавхалантарнă. «Физкультурăпа спорта юратакан çын çулне кура мар яланах хитре те çамрăк, унăн сывлăхĕ те çирĕп», — тенĕ вăл спорт мероприятине уçнă май.
ГТО нормативĕсем кашни ушкăнăн тĕрлĕрен пулнă. Ăна спортсменсем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Вĕсем вырăнтан инçет тăршшĕне сикнĕ, ал вăйĕпе кÿлепине çĕр çумĕнчен çĕкленĕ, пресс «тÿсĕмлĕхне» тĕрĕсленĕ, шывра ишсе ăмăртнă тата ытти те.
Спорт фестивальне хутшăннă çынсем ятарлă интернет порталта регистрациленнĕ, вĕсен кашнин çумне çирĕплетнĕ номер пур. Порталри страницăна сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем хăйсен кăтартăвĕ- семпе çитĕнĕвĕсене кĕртсе пыраççĕ.