Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пултаруллă та хастар, хăйсен ĕçне чунтан-вартан парăнса ĕçлекен учительсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри — Елена Сильвестрова. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те, аппăшĕ те çак шкулта ĕçленĕ.
— Елена Варсонофьевна, эсир учительсен çемйинчен вĕт-ха? Сирĕн аçăр та, аннĕр те Вăрăмпуç шкулĕнче учительте ĕçленине ас тăватăп.
— Çапла, эпĕ мĕн пĕчĕк- ренех вĕсемпе пĕрле шкулта пулнă. Коридорта кашни класс алăкĕ патне пырса итлеттĕмччĕ: кунта-и-ха ман атте-анне тесе шыраса çÿреттĕмччĕ. Мана шкулта кашни ача пĕлетчĕ. Ман аттене Семенов Варсонофий Семенович тенĕ, вăл пур енĕпе те пултаруллă çын пулнă. Электроникăпа питĕ интересленнĕ. Çавăнпа ăна телевизор е ытти прибор ĕçлеме пăрахсан юсама киле килсех чĕнсе илсе каятчĕç. Ман анне, Семенова Ольга Ивановна, тăхăр вунналла сулăннă ĕнтĕ, кăçал унăн 85 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ĕçлеме пăрахни те чылай пулать, çавăнпа, тен, Вăрăмпуçĕнчи хальхи çамрăксем ăна палласах та каймаççĕ пулĕ. Вăл шкулта вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, кĕçĕн классенче вĕренекен ачасене те пĕлÿ панă.
Ман аппа, Мира Варсонофьевна, районти тата республикăри конкурссене хутшăнса хисеплĕ вырăнсем йышăннă, ăна учительсем те, ачасем те хисепленĕ. Тепĕр аппа, Нонна Варсонофьевна, Канашри лицейра чăваш чĕлхи вăрентет. Вăл та чи пысăк категориллĕ учитель, хулара тата республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнса сумлă вырăнсем йышăнать.
— Елена Варсонофьевна, кăштах аçăр çинчен калаçса илер-ха. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл сад ĕçĕпе те интересленнĕ вĕт-ха?
— Çапла. Çак ĕçе тĕплĕнрех вĕренсе пĕлес тесе вăл пĕр вăхăт Вăрнарта вĕренет. Совхоз-техникумра-ши, е темле курссенче вăл пĕлÿ илнĕ, пайăрласа калама пултараймастăп. Вăл вăхăтра сортлă çимĕç йывăçĕсем ялсенех çитеймен. Пахча çимĕç, улмуççи е слива ÿстерме условисем чаплах пулман пулин те (Вăрăм шывĕ хĕрринче пурăннипе çимĕç йывăçĕсене сивĕ тиветчĕ) атте панулми, слива е вишня, виктори çырли чылай туса илетчĕ. Атте пирĕн-тен уйрăлса кайсан, пăхма пĕлменнипе пулĕ, виктори те, улмуççисем те çырмара сивĕ сывлăш çÿренипе çимĕç пама пăрахрĕç. Атте пыл хурчĕпе те интересленетчĕ, вăл çине тăрсах хурт-хăмăр ĕрчететчĕ.
Атте музыкăпа та питĕ туслăччĕ, баянпа выляма питĕ ăстаччĕ, çавăнпа шкулта музыка урокĕсем те ирттернĕ. Унсăр пуçне хими, биологи, географи, истори урокĕсене ертсе пынă. Ун чухне ялта çăмăл машинăсемех пулман, вăл мотоциклпа çÿретчĕ.
Анне те питĕ пултаруллă пулнă пирĕн. Юрлама, ташлама ăста пулнисĕр пуçне вăл çак пултарулăха ачасене те вĕрентнĕ. Концертсемпе ăçта кăна çитсе килмен пулĕ вĕсем!
— Аçăр-аннĕре пăхсан хăвăр та вĕсенчен юлмастăр пек туйăнать мана?
— Анне пекех ăста юрлатăп тесех калама пултараймастăп, сасă янăравлах мар, баянпа выляса ачасене юрлама вĕрентнĕ. Ташă ташлама та ачасене вĕрентетĕп.
— Елена Варсонофьевна, миçемĕш классенче эсир вĕрентетĕр?
— Пуçламăш классенче, унсăр пуçне 5-7-мĕш классенче вĕренекенсене ÿкерме вĕрентетĕп. Ман класра 9 ача. Шкулта вĕренекен ачасен шучĕ кашни çулах чакса пырать. Ача сахал пулнипе иккĕмĕшпе тăваттăмĕш классене пĕрле вĕрентме пуçларăмăр.
— Ачасене таçта экскурсисене илсе каймастăр-и?
— Нумаях пулмасть, каникул вăхăтĕнче, Канаша экскурсине кайса килтĕмĕр. Краеведени музейĕнче пултăмăр, унти экспонатсемпе паллашрăмăр, унтан выляма кайса килтĕмĕр. Экскурси ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ.
— Православи урокĕсене ирттерместĕр-и ачасемпе?
— Тĕн урокĕсене эпир тăватă çулта пĕрре ирттеретпĕр. Пиллĕкмĕш класа куçнă ачасемпе малтан Вăтапуç чиркĕвне те кайса килнĕччĕ. Çитес çул ачасемпе Çĕрпÿ хулинчи монастырьсене çитсе килес кăмăл та пур.
— Хăвăр аçăр пек сад пахчинче çимĕçсем ÿстерместĕр-и?
— Ман пĕчĕкрен пылак пăрăç ÿстерсе тутанса пăхас килетчĕ. Вăррине тупрăм, лартрăм, ÿстертĕм, питĕ шултăра пулчĕ, тутлă, пылак пулĕ тесе тутанса пăхрăм — мана тути, темĕншĕн, килĕшмерĕ. Кÿршĕ хĕрачи тутанса пăхрĕ: «Епле тутлă!» — терĕ.
Аттене пăхнă-ши эпĕ? Манăн темĕн те пĕр лартса, ÿстерсе, тутанса пăхас килет. Ман пахчара чечек нумай, ириссем кăна 6-7 тĕрлĕ, чие, иçĕм çырли… Абрикос та, персик та, черешня та лартса пăхрăм, вĕсем темĕншĕн каяймарĕç.
— Елена Варсонофьевна, сад пахчинче ĕçленисĕр пуçне сире вĕтĕ шăрçапа чăваш хĕрарăмĕсен ĕлĕкхи çи-пуçне ăсталать теççĕ.
— Чăвашсен «пĕрре курсах юратса пăрахрăм» текен сăмах çаврăнăшĕ пур вĕт-ха. Вĕтĕ шăрçапа эпĕ 2000-мĕш çулсенче Интернет пирĕн пата килсен ĕçлеме пуçларăм та, паян кун та пăрахаймастăп. Мана вĕтĕ шăрçаран «гердан» — мăя çакмалли капăр япаласем тума питĕ килĕшет. Эпĕ çавăн пекех чăваш тĕррипе ĕçлеме килĕштеретĕп. Чăваш тĕррипе тĕрленĕ ал шăллине тата паннона конкурса тăратса пĕрремĕш вырăн та йышăннăччĕ.
Пĕлтĕр сурпан тĕрлеме пуçларăм. Ĕлĕк хăш-пĕр сурпан тĕррисене тĕртсе тунă иккен. Пире çакна никам та ăнлантаракан пулман. Сурпана тытса пăхсан, «мĕнле-ха кашни çиппине шутласа тĕрлеме пултарнă-ха» тесе питĕ тĕлĕнеттĕм. Аслă çулсенчи çынсенчен ыйткаласа сурпан тĕррине тĕртсе тунине тин пĕлтĕм.
— Вăрăмпуçĕнче чăваш тĕррипе интересленекенсем пур-и?
— Вăрăмпуçĕнче пĕл-местĕп, Пĕршенерте Зоя Петровна Гаврилова «эс тĕрленине кура эпĕ те ал шăлли тĕрлерĕм те хамăр шкул музейне патăм», тенĕччĕ.
— Тĕрленĕ япаласем килте чылай-и?
— Ман çакăн пек йăла пур: тĕрленĕ япаласене эпĕ тÿрех кама та пулин парнелетĕп. Хăш-пĕр япала шкулта пур, ыттисене йăлтах валеçнĕ. Сăрпа Хусан чиккисен çулталăкне ирттернĕ чухне вĕсене халалласа панно та тунăччĕ пуканесемпе. Лайăх пулнăччĕ.
Ман виçĕ ача. Асли ывăл, чугун çул техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, анчах техникăна темĕншĕн килĕштереймерĕ, стройкăра ĕçлетĕп терĕ. Халĕ Мускавра. Иккĕмĕшĕ — хĕр. Канашри педколледжран вĕренсе тухнă, Хусанта ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Питĕ пултаруллă, вĕçĕмсĕр мухтаççĕ ăна ĕçре, хисеп хучĕсем, дипломсем парса чыслаççĕ. Кĕçĕнни ман пĕчĕкрех-ха, 5-мĕш класра вĕренет, Евдоким ятлă.
— Малашнехи плансем, ĕмĕтсем еплерех-ха, Елена Варсонофьевна?
— Ĕмĕтсем нумай-ха: сурпана тĕрлесе пĕтермелле, аппа тахçанах ыйтать-ха хушпу туса пар, тесе. Ăна та тумалла. Хама валли чăваш хĕрарăмĕн кĕпине çĕлесе ăна чăваш тĕррипе илемлетес ĕмĕт те пур-ха манăн.
— Чăваш тĕррине Интернетран вĕренмерĕр пулĕ те?
— Халĕ библиотекăсенче чăваш тĕррине тĕрлеме вĕренме литература питĕ нумай. Ĕçлеме кăна ан ÿр- кен. Пирĕн чăваш тĕррине вĕренмелли кружок та пулнă. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн каллех ун пек кружок уçатпăр, унта пуçламăш классенче вĕренекенсем те çÿреме пуçлĕç.
— Хальхи ачасем вырăсланса кайрĕç. Çăмăл-и вĕсемпе ĕçлеме?
— Çук. Ачасем чăвашла калаçманнисĕр пуçне чăвашла ăнланмаççĕ те. Ашшĕ-амăшне çапла калас килет: мĕншĕн-ха ачăрсене çуралнă-çуралман вырăсла вĕрентетĕр; Кайран вĕсене шкулта вĕренме йывăр пулать. Эпир Евдокимпа вăл садика çÿреме пуçличчен килте чăвашла кăна калаçнă, халĕ те чăвашла калаçатпăр.
Ман класра пĕр вырăс ачи пурччĕ. Хăйсем вырăсла пĕлнине кăтартас тесе пулас, унпа пурте вырăсла калаçаççĕ. «Калаçăр-ха чăвашла, чăвашла вĕрентĕр», — тетĕп кусене. Ял ачисем вырăсланса кайни пĕр енчен кулянтарать те.