Канашри муниципаллă округăн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем профилактика учетĕнче тăракан тата социаллă йывăр лару-тăруллă çемьере çитĕнекен çамрăксем преступлени тума пултарас хăрушлăха сирес тĕллевпе вĕсене кружоксемпе спорт секцисене явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Кăçал кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Канаш тăрăхĕнче çул çитменнисем преступлени тунă тĕслĕхсене шута илмен. Ятарлă профилактика учетĕнче муниципалитетра 24 çамрăк тăрать, вĕсенчен 10-шĕ шкулта вĕренеççĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçсĕр аптăраса çитнĕ шухă каччăсемпе хĕрсем час-часах йĕрке пăсма пăхаççĕ е тата ытти йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ.
Çул çитменнисем преступлени çулĕ çине тăма пултарассине сирес тĕллевпе Чăваш Енре пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те «Полици тата ачасем» акци иртет.
Çак тапхăрта полици сотрудникĕсем тĕрлĕ ведомство представителĕсемпе шкулсене çитсе килеççĕ, ачасемпе тĕл пулса калаçусем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех социаллă йывăр лару-тăруллă çемьесене çитсе килеççĕ, профилактика учетĕнче тăракансем пушă вăхăчĕсене епле ирттернипе кăсăкланаççĕ.
Любовь Антонова,
ПУУ тата çул çитменнисен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ