Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ултавçăсен «аллинчен» çăлнă

Ултавçăсен «аллинчен» çăлнă

Канашри почта уйрăмĕн ертÿçине Елена Уйминана хулари шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Козлов Тав çырăвĕ парса чысланă.

Почта ĕçченĕ ултавçăсен серепине çакланнă арçынна укçа-тенкĕсĕр тăрса юлассинчен хăтарнă.

Почта уйрăмне пынă пенсионер ик çĕр пин тенкĕ ытла укçана ятарлă счет çине куçарса пама ыйтнă, хăй çав вăхăтра такампа пĕр чарăнми телефонпа калаçнă. Елена лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе арçын телефонне алла илнĕ, çыхăну тепер енче ултавçăсем пулнине тÿрех ăнкарнă.

Телефонпа шăнкăравланă ултавçă хăйне йĕрке хуралçин сотрудникĕ тесе пĕлтернĕ, арçыннăн хĕрĕ çул-йĕр инкекне лекнине, унăн айăпĕпе çынсем сусăрланнине каланă. Ăна уголовлă яваплăхран хăтарма укçа куçарса пама ыйтнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *