Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Вăрман ĕçченĕсем те айккинче юлмаççĕ

Вăрман ĕçченĕсем те айккинче юлмаççĕ

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕç самантлăха та чарăнмасть. Гуманитари конвойĕсем республикăран тăтăшах тухса каяççĕ. Нумаях пулмасть инçе çула вăрманăн пысăк партийĕ ăсаннă. Унпа ыр кăмăллăх фондне Канашри лесничество тивĕçтернĕ. Салтаксем паха строительство хатĕрĕпе блиндажсем ăсталанă чухне усă курĕç.

— Йывăçа Комсомольски тăрăхĕнчи вăрмантан тиесе ятăмăр, икĕ пысăк фура çула тухрĕ. Чăваш вăрманĕ ентешсене пысăк усă тата пулăшу кÿрессе шанатпăр, — тет Канаш лесничествин директорĕ Дамир Юнусов.

Палăртмалла, Каçал енчи вăрмансем Канаш лесничествин витĕмĕнче тăраççĕ. Лесничество пĕтĕмпе республикăн çичĕ округри йывăçсен пысăк лаптăкĕсене пăхса тăрать. Вăрманçăсем кĕрлĕ çурлă каснă вăрмансене çамрăк хунавсем лартса çĕнетеççĕ, çулла пушар тухасран сыхлаççĕ.

Вут-кăвар вара чăн та сыхă пулма хистет. Кăçал вăрман пушарĕ тухас хăрушлăха икĕ хутчен сирсе яма май килнĕ. Пĕр тĕслĕхĕнче «Космонавт» лагерь çумĕнчи лаптăкра типĕ курăк йывăçсем патнех çунса çитнине шута илнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе вăрманçăсем, телее, вут-кăвара малалла алхасма паман. Тепĕр тĕслĕхĕнче пушар сÿнтерекен ушкăн Чăрăшкасси ялĕ патне васканă. Хальхинче чугун çул хĕрринчи курăк çунма пуçланă. «Хĕрлĕ автана» ку хутĕнче те вăрмана кĕрсе «ташлассинчен» тытса чарма ĕлкĕрнĕ.

Йывăçсене вут-кăвартан сыхласа хăварас тĕллевпе кăçал 45 километр çĕнĕ минполосасем чĕрсе тухнă, малтан тунисене 80 километр çинче тасатнă, кĕркунне тата 20 километрне çĕнетме палăртнă. Кÿлĕсем патне пымалли çулсене якатнă, беседкăсемпе асăрхаттару стенчĕсене çĕнетнĕ.

— Профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни инкеке вăхăтра сирсе яма май парать, _ палăртать Дамир Рафаилович.

Лесничествăра пысăк теплица куçа тыткăнларĕ. Вăл 150 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Унта хунавсене çĕнĕ меслетпе çитĕн- тереççĕ. Хупă тымар системи йывăçа çулталăк çаврăмĕпех акса шăтарма, унтан малалла ÿстерме май парать. Вĕсем теплицăра хăвăрт аталанаççĕ, вăрманçăсене çĕнĕ хунавсемпе тивĕçтерес ĕçе палăрмаллах кĕскетме пулăшаççĕ.

Хăтлă пÿлĕме лекеймен вăрăсем лесничествăн питомникĕнче ÿсеççĕ. Вăл 12 гектар йышăнать. Унта çулсерен çур миллион ытла вăрă акса шăтараççĕ. Юман, хыр, чăрăш, çăка, туя… йăранĕсем пĕр тикĕссĕн аякка тăсăлаççĕ. Вĕсене çу каçипе çум курăкран тасатаççĕ, хытнă çĕре кăпкалатаççĕ. Кайран хунавсене каснă лаптăксене çĕнетме кăларса парса яраççĕ.

«М-12» автоçул вырăн-вырăнпа вăрман урлă иртет, ăна хывнă чухне йывăçсене касма тивнĕ. 2021 çулта вăрманçăсем 122,1 гектар çинче йывăç лартса хăварнă. Тепĕр майлă каласан, çав ешĕл лаптăксене каялла тавăрнă. Кăçал 33,7 гектар йывăç лартнă, ку — электропередача линийĕсене туртнă чухне касса уçнă лаптăксем. Вĕсем те çĕр çийĕнчен пач çухалман. Ешĕл хунавсем ÿссе часах пысăк вăрмана çаврăнĕç.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *