Мăкăр ялĕнчи культура çурчĕ çумĕн-чи лапамра «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккă уçăлнă. Унта ял халăхĕ хăйсем ÿстернĕ пахча çимĕçпе хăнасене сăйланă, туянма кăмăл тăвакансене сутнă.
Валерий Петров утарçă тинтерех кăна уçланă пыл илсе тухнă, ăна тутанса пăхакансем те, туянакансем те йышлăн пулнă. Сутлăхра çавăн пекех сĕт-çу, çăмарта тата аçтăрхан мăйăрĕ те пулнă. Ярмăрккă çав кун мĕн çĕрлеччен ĕçленĕ.
Вероника ИВАНОВА