Канаш хули йĕркеленсе кайиччен Пĕчĕк Пикшихĕн — Уçырман чи çывăх ялĕ Çăлпуç (вырăсла Аксарино) пулнă. Пĕр ялтан тепĕр ялне тÿртен çитме — тăват çухрăм е тĕп ялне çитме вара çичĕ çухрăм патне утмалла. Вăтамран çын пĕр сехетре пилĕк çухрăм утма пултарать. Малалла çак ял историне çыриччен унччен кам мĕн çырнисемпе паллаштармалла пулĕ тетĕп.
Чăваш энциклопедийĕнче вырăсла кĕскен çапла çырни пур: «Малые Бикшихи (раздельно Верхние Малые Бикшихи и Нижние Малые Бикшихи до 1964), Уçырма (Турикас Уçыр-ма, Анаткас Уçырма до 1964) – деревня в Канаш. р-не, центр Малобикших. сел. поселения. Историч. названия, Бикшеиха, Малая Бикшиха. В 1-й пол. 19 в. разделилась на околотки Верхний и Нижний, ставшие к 1926 самостоятел. деревнями. 6 марта 1964 вновь объединившиеся в деревню М.Б. Жители – чуваши. В составе Кармамеев. волости Свияж. у., Шихазанов. (Сиделев.) волости Цивил. у. в 18 в. – 1927, Канаш, р-на – с 1927. Число дворов и жителей, в 1721 – 130 муж., 1747 – 91 муж.».
Кунта тĕрĕс мар çырнисем курăнмаççĕ. Анчах та ватă ял пурнăçне виçĕ-тăватă предложенипе вуласа тухнипе кăна ăнланса пĕтерме çук.
Пĕчĕк Пикших ялĕн историне çырас шухăш «Малые Пикшихи: прошлое и настоящее» кĕнекепе паллашнă хыççăн çуралчĕ. Унăн авторĕ — Пĕчĕк Бикшихре ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă В.Т. Иванов. Ку кĕнекене çырса кăларма вăл нумай вăй хунă темелле. Çавăнпа та сумлă курăнать. Автор пĕрремĕш страницăранах ялăн авалхи историне 15-16-мĕш ĕмĕрсенчи тапхăрта пулса иртнĕ пурнăçсене çырса ăнлантарса пама тăрăшать.
Кĕнеке авторĕ шутланă тăрăх, Пĕчĕк Пикшихе никĕс- лекенсем Аслă Пикшихпе Энтрияль (Шибылга) ялĕсенче пурăнакансем пулнă. В.Т. Иванов çырнă Кĕçĕн Пикших ялĕн историне Уçырма ял тăрăхĕн администрацийĕн сайчĕ çинче те тупса вулама пулать. Анчах та çак статьяна çыракан автор В.Т. Иванов «Малые Пикшихи: прошлое и настоящее» кĕнекине чăвашла куçарман. Эпĕ шутланă тăрăх, 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 18-20-мĕш ĕмĕрсенче Пĕчĕк Пикших ял тавралăхĕнче пулнă пурнăçсем ?архивсенче палăртнă тăрăх/ кăшт урăхларах пулса иртнĕ пек туйăнать.
Малалла çырнă май «Канаш ен» хаçатăн юлташĕсене Кĕçĕн Пикших ялĕн чăн-чăн историйĕпе паллаштарасшăн.
Çакна пурнăçлама пире 1710 çулта ирттернĕ çырав пулăшĕ. Унта вырăсла çапла çырнă: «Кармамеевская волость Свияжского уезда Бикшихи, что вышли из д. Старые Бикшихи. Число дворов – 17, тягла 9 ясаков».
1710 çулта çак ялта ирттернĕ çырава çапла ăнланмалла. Пĕчĕк Пикших ялне Кивĕ Пикших çыннисем нумаях пулмасть кăна никĕсленĕ пулас. Мĕншĕн тесен ялăн çĕнĕ ячĕ курăнмасть. Вăл вăхăтра çĕнĕ ял выççăлкки статуспа та тăма пултарнă. Çемьесен çĕнĕ вырăна уйрăлса тухмалли темиçе сăлтав та пур. Ватă е Аслă Пикших ялĕ ватă ял пулнăран вĕсен çĕрĕсем те анлă пулнă.
Хăш-пĕр çемьен çĕр лаптăкĕсем патне çитме 7-8 çухрăма яхăн каймалла пулнă. Çĕр лаптăкĕсем аякра пулнăран çуркуннехи тата кĕркуннехи ĕçсене ĕçлени сахал усă кÿнĕ пулĕ. Тата çак ĕçсене кĕске вăхăтра туса пĕтермелле пулнă. Çавна май ирĕксĕрех уйра çĕр каçма тивнĕ. Аякри çĕрсене кÿршĕри ялсем туртса илесрен те хăранă. Мĕншĕн тесен ватă ялсен пушă тата учета тăратман çĕр нумай пулнă. Уншăн налук тÿлемен.
Мĕншĕн-ха çапла пулса тухнă. Пирĕн мăн асаттесем вырăс патши Иван Грозный пулнă вăхăтра хăйсен çĕрĕсемпе Мус-кав патшалăхĕпе пĕрлешме килĕшнĕ. Анчах та чăвашсем ятарлă хут çине алă пусиччен Иван Грозный умĕнче услови лартнă. Вĕсен шутĕнче пулнă çĕрĕсене хăйсен çумнех çирĕплетмелле пулнă. Иван Грозный вĕсемпе килĕшнĕ.
Вăхăт иртсессĕн Иван Грозный та вилнĕ, халăх шучĕ те ÿснĕ, саккунсем те улшăннă. Ясак норми шутласа кăларнă. Çĕнĕ саккунпа кил хуçи çĕр нумай илме пултарнă. Анчах та уншăн ясак тÿлемелле пулнă. Кил хуçи амансан е чирлесен кил пурнăçĕ пĕтсе ларма пултарнă. Анчах та ясак тÿлевĕн-чен никама та хăтарман. Çавна май налук тÿлемен çĕр лаптăкĕсен шучĕ те ÿснĕ.
Çĕр виçекенсем ялта çакнашкал çĕрсем пулни çинчен пĕлнĕ. Кăштах укçа тĕксе парсан вĕсем шарламан. Енчен те кам та пулсан çăхав çырсан ун пек çĕрсене туртса илсе патшалăх шутне кĕртнĕ е тÿрех халăха виçсе панă. Çавăн пек пушă çĕрсемшĕн ялсен пĕр-пĕрин хушшинче яланах çапăçу пулнă. Тата инçетре ÿсекен тухăçа вăрлама та пултарнă.
Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ялне Ватă Пикшихре пурăнакан чăвашсем йĕркелесе яни паллă. Анчах та 1690 çулсенче Сĕве уесĕнчи хуçасем хăш-пĕр чăваша çав тăрăхри çĕрсемпе малашне усă курма ирĕк паман. Пушаннă çĕр лаптăкĕсене ытларах тутарсене пама тăрăшнă. Çĕр ĕçĕпе ĕçлекен чăвашсем Хирти Пикшихри çĕрсемпе усă курнă пулин те хăйсем Ватă Пикшихрех шутланса тăнă. Çынна Хирти Пикшихре çĕр пама пăрахнă пулсассăн Ватă Пикшихĕн ял хуçисем çак ыйтăва мĕнле майпа сÿтсе явма пултарнă-ши; Мĕншĕн тесен ялти çемьене ирĕксĕрех çĕр лаптăкĕ тупса памалла пулнă. Анчах та ял çумĕнчи çĕр лаптăкĕсене, калăпăр, тахçанах йышăннă, çĕрĕ çĕнĕ çемьене вара паянах кирлĕ. Çапла вара пушă çĕр лаптăкĕсем Уйри çырма патĕн-че тупăннă. Кÿршĕри ялсенче пурăнакан çынсем çапларах пупленĕ.
— Сан кÿршĕре Савантей çемйи пурăнатчĕ. Халĕ те чиперех пурнаççĕ пуль.
— Ялти çынсем Уйри çырма патĕнче çĕнĕ ял никĕслерĕç. Кунтан пĕр çич çухрăм пулать. Халĕ вĕсем унта пурăнаççĕ.
Аслă Бикшихре пурăнакан чăвашсем çĕр лаптăкĕсене виçекен вырăссене те çаплах ăнлантарса панă. Вырăссем чăваш сăмахĕсене ăнлансах пĕтереймен пуль. Вĕсем хыççăн географи картти çинче Уй çирми е Ой çырми вырăнне Озирма ят çирĕпленсе юлнă. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхинче «ç» сасă çуккă. Ун вырăнне «з» буквăна çырни курăнать.
1710 çулхи çырав тăрăх Бикшихи, что вышли из д. Старые Бикшихи 9 ясак тÿлемелĕх çĕр тытса тăнă. Сăмахран, пĕр ясакра сухаласа тырă акмалли 8 гектар çĕр тата утă çулмалли 3 гектар пулсассăн 17 кил хуçин шутĕнче 187 гектар çĕр пулма пултарнă.
Тăван çĕршыва ют е ытти ялсенчи çынсене кĕртмен. Пĕчĕк Бикших ялĕ çумĕнчи ытти ялсем пурте ватă. Çав вырăнсенче пушă çĕрсем пулман. Анчах та Шибылгири чăвашсем ют çынсен çĕрĕсем çинче тепĕр ялне мĕнле майлă çавăрма пултарнă-ши? Тата ун хыççăн çĕнĕ Шибылги ялĕ Пĕчĕк Пикшихе мĕнле майлă кĕрсе кайса вырнаçнине те пĕлместĕп. Анчах та хĕрсем Пĕчĕк Пикших ялне качча тухсассăн яла Шибылги хĕрĕсене анчах мар ытти ялсенчи хĕрсене те хĕпĕртесех кĕтсе илнĕ. Тата хĕрарăм упăшкасăр тăрса юлнă пулсассăн вăл тепĕр ялти арçынна киле кĕртме пултарнă. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕпе ĕçлеме арçын кирлĕ пулнă. Хĕрарăма арçынсăр пурнăçа малалла тăсма йывăр пулнă.
1747 çулта Пĕчĕк Пикшихре çырав ирттернĕ. Çав çырав ялта тĕне кĕмен 91 чăваш арçынни пурăннине кăтартнă. Çав çулах çĕнĕлле Пĕчĕк Пикшик вырăсла Малые Бикшики ятпа палăрнă.
1762 çулта ирттернĕ виççĕмĕш ревизи пĕлтернĕ тăрăх, Пĕчĕк Пикших ялĕнче тĕне кĕнĕ 108 арçын, 122 хĕрарăм пурăннă. 1780 çулсен пуçламăшĕнче Хусанта «Сборник по истории Казанского края» ятлă кĕнеке çырса кăларнă. Çав Сборникре Пĕчĕк Пикших пирки вырăсла çапла çырнă «Деревня Малые Бикшихи, Кисин Бикших тож». Чăвашларах çырса ăнлантарса парсассăн çĕнĕ сăмахсене çапла ăнланмалла. Çав çулсенче Пĕчĕк Бикшихĕн выççăлкки Кĕçĕн Пикших ятпа палăрнă. Хусан кĕпернин 1790 çулсен пуçламăшĕнче ÿкернĕ географи картти çинче Пĕчĕк Пикших выççăлкки Кĕçĕн Пикших вырăнне Тугас тесе çырнă. Выççăлкки çырма пуçламăшĕнче вырнаçнă пирки Ту касĕ тенĕ. Ту сăмахĕ вырăсла гора или высокая местность тенине пĕлтерет. Чăваш Республикинче ун евĕр сăмахсем тата та пур. Сăмахран, Тип çырма, Тарăн çырма, Хурăн çырми тата ыттисем те.
1850 çулсенче Тугаса Çулти Озирма ятпа çырнă. Вăл çулсенче ялта 31 кил шутланса тăнă, 92 арçын, 114 хĕрарăм пурăннă. Пĕчĕк Пикшихре 91 кил шутланса тăнă, 257 арçын, 278 хĕрарăм пурăннă. Хусан кĕпернин 1880 çулсенче ÿкернĕ топографи картти çинче Озирма ятне Пĕчĕк Пикших ялĕ çумне çырса хунă.
1912 çулта ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче вырăсла çапла çырнă: «ок. Верхний Малые Бикшихи» тата «ок. Нижний Малые Бикшихи». Ялне икĕ пая пайлаканĕ Озирма юхан шывĕ пулнă.
Тата малалла Пикших сăмахĕ мĕне пĕлтернине çырса пĕлтересшĕн.
Чăваш Республикинче «ших» сăмахпа çыхăннă чылай ял пур. Сăмахран, инçех те мар вырăсла çырнă Шихазаны (Шăхасан) ялĕ. Ялти тĕпчевçĕсем çак сăмаха çапла ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Шăхасантан пĕр 25 çухрăмра Сиккасси сали ларать. Вăл Хусантан тарса килнĕ Таборхан хан вăхăтлăх пурăннă вырăнтан пуçланса кайнă. Унăн çывăх çыннисем хушшинче Хусантан пĕрле тарнă мăсăльман тĕнне тытса пыракансем те пулнă. Вĕсем хальхи Шăхасан ялĕ ларакан вырăнта вăхăтлăх пурăннă. Кунта пурăнакан чăвашсем çак паллă вырăна Шки Азан – Шăхасан теме пуçланă. Анчах тутарсен тĕн çыннине Шки мар Шейх теççĕ. Çапла вара Шăхасана пуçарса яраканĕ Шейх Азан пулнă. Шăхасан ялĕн историне çак хаçатра çаптарса кăларни нумай вăхăт иртмерĕ. Маншăн ку калав нумаях пулмасть тухнă халăх халапĕ пек туйăнать.
Çапла майпа манăн та халăх халапне хутшăнса малалла тăсас килчĕ. Таборхан сăмах табор сăмахран тухнă пулас. Табор сăмах ытларах цыгансемпе çыхăннă, Хан сăмах тутарсемпе туслăрах пулнă пулсассăн Тобурдановăпа Шихазан ялĕсене тутарпа цыгансен княçĕсем йĕркелесе яма пултарнă тесе тĕксе калама пулать.
Тĕрĕссипе калас пулсассăн çакна ан манăр. Ватăсем тăван ял историне пĕлмен пирки ял çинчен ытларах шÿтлесе каласа пама тăрăшнă. Сăмахран, Шупашкар мĕнле майлă йĕркеленсе кайнине паянхи кун та пĕлмеççĕ. 1760 çулсенче подполковник А.И. Свечин Шупашкар хули çинчен истори çырма пуçланă. Анчах та унта шÿтлесе çырнисене вулама пулать. Вăл вăхăтра Савва Климентьевич Игумнов тăнлă тата паллă купца пурăннă. 1662 çулта çуралнăскер 1723 çулта Шупашкар ратушин бургомистрĕ пулнă. Нивушлĕ вăл та Шупашкарпа Чебоксар çинчен нимĕн те пĕлмен; Нивушлĕ Шупашкар ялĕ мĕнле майлă йĕркеленсе кайни çинчен никам та нимĕн те çырса хăварман; Шупашкарта 1555 çултан пуçласа воеводăн правленийĕ ĕçлеме пуçланă. Вĕсен мĕн те пулин çырса хăвармаллах пулнă. Анчах та паянхи кун та никам та нимĕн те тупса вуламан. Пулнă пулсассăн Шупашкар хулин историне пурин те лайăх
пĕлмелле. Тепĕр майлă калас пулсассăн, эпĕ архивсенче темиçе пин страница та вуласа тухрăм пулĕ. Анчах та Шупашкар ячĕ пĕрре те тĕл пулмарĕ. Пулса иртнĕ ĕмĕрхи пурнăçа лайăх ăнланас килет пулсассăн ытларах архиври хутсене вуласа лармалла. Вара ун хыççăн тинех ĕлĕкхи пурнăçа ăнланма пулать.
Малалла çакна ăнлантарса парасшăн. Азан вырăсларах çырнă ят. Чăвашсем Асан тенĕ. Ĕлĕкхи пурнăçра Асан тата Хасан (Хусан) ятсем княçсем хушшинче кăна мар, ахаль çынсем хушшинче те нумай пулнă. Ислам религи Хасан ятлă çын чи малтан Мухаммед пророкăн мăнукĕ пулнине пĕлтерет. Хасанăн ашшĕ Али ятлă пулнă. Сăмахран, Хусан патшалăхĕн ханĕ темиçе хут та Ших Али (Шăхаль) пулнă. 1589 çулта Мускавра Бухара посолĕн ячĕ Кадыш Мухаммед Али пулнă. Пысăк Уртапа Нухай Уртисен мăрсисем Шихмамед, Шихмухаммед, Шихмамай ятлă пулнă. Вĕсен ват аслашшĕсем Чингис ханăн йăхĕнчен тухман. Хăй Чингис ханĕ те ислам религи- йĕпе çыхланманскер пулнă.
Ĕлĕкхипе хальхи вăхăт хушшинче тĕнчере Мухаммед, Асан, Хасан, Али ятлă çынсем темиçе миллион та пулнă пуль. Анчах та вĕсене пурне те пророксем е Мухаммед пророкăн çамрăк арăвĕсем пулнă тесе калама май çук. Аса илнĕ чăваш ялĕсен ячĕсем те çын ячĕсенчен тухнă темелле. Ылтăн Урта патшалăхĕнче чă-
вашсем 300 çул ытла е мусульмансен хушшинче 600 çул ытла пурăннă. Çавăнпа та ислам религипе çыхăннă паллăрах çын ячĕсем чăваш чĕлхине те кĕрсе юлнă. Ытларах çак ятсем пурнăçра паллă пулнă сăмахсене е титулсене евĕрленине пĕлтереççĕ. Ашшĕпе амăшĕ анчах çуралнă ывăла чаплă тăнлă çын пултăр тесе ĕмĕтленсе чаплă çынсен ячĕсемпе çыхăнтарма тăрăшнă.
Чăнах та «ших» сăмах тепĕр майлă «шейх» тенинех пĕлтерме пултарнă. Мусульмансен хушшинче пысăк йăха ертсе пыракан çынна шейх тенĕ. Пикших сăмаха чи малтан вырăсларах тата тĕрĕсрех Бекших тесе çырнă. Ывăлне ят панă чухне шейх пек пул тесе каланă. Ун хыççăн Пекших ят тухнă.
Кĕскен çырнă Пĕчĕк Пикшихĕн ял историйĕ çапла пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» трилоги авторĕ
Ÿкерчĕкре: 1912 çулти Çĕрпÿ уесĕн картти