«Малашлăх билечĕ» проектпа килĕшÿллĕн Пайкилт шкулĕнче вĕренекенсем Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пулнă. Унта вĕсем çĕвĕçпе платникĕн тата кану çурчĕнчи администратор ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллашнă.
Ăсталăх урокĕсене ирттернĕ хыççăн ачасем хăйсем те çĕвĕ машинисемпе станоксен умне тăнă. Хĕрсем Çĕнĕ çул салфеткисем çĕленĕ, каччăсем йывăçран шпага ăсталанă. Киле пурте асăнмалăх парнесемпе таврăннă.