Канашри муниципаллă округ республика варринче вырнаçнă. Çавна май ун урлă тĕрлĕ витĕм шайĕнче тăракан çул-йĕр иртет.
Çĕрпÿпе Ульяновск хулисене çыхăнтаракан А-151 федераллă трасса Кăшнаруй ялĕ çывăхĕнче пуçланать те Сиккасси ялĕнчен иртсен вĕçленет. Çак лаптăк 41 километра яхăн тăсăлать. Унсăр пуçне округра республика пăхса тăракан çулсем 88 километр ытла йышăнаççĕ. Çавăн пекех вырăнти çулсем чылай ял-салана пĕр-пĕринпе çыхăнтараççĕ. Вĕсемпе кунсерен тенĕ пекех çынсем çула тухаççĕ. Енчен те руле çирĕп тытса пыракан водитель асфальт çул çинчен куçне илмест пулсан, пассажирсем вара кантăкран тавралăха тимлĕн сăнаса пыма кăмăллаççĕ.
Çакăн пек туни инçе çула кĕскетме, палланă вырăнсен ырă улшăнăвĕсене курса хаклама май парать. Çул айккисем таса та тирпейлĕ пулни, унта нумай çул ÿсекен ешĕл курăкпа тĕш тырă, хĕвел çаврăнăш çитĕнни куçа савăнтарать. Çум курăк тата вĕтлĕх вăрман кашлани, кăткă тĕмескисем кашни утăмра «шăтса» тухни кăмăла хуçать, куçа çут çанталăк ытамĕн-чен пăрса алри гаджет енне çавăрать.
Телее, пирĕн округра çакăн пек сивлесе каламалли çул айккисем çук тесен те йăнăш пулмĕ. Çакăншăн çултан аякра мар хăйсен çĕрĕсемпе ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене тата ахаль çынсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем ака-суха ĕçĕсене тунă тата выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне çул хĕррисене те çитсе килме вăхăт тупаççĕ. Кашни уйăрса панă лаптăк çинче хăйсем çине илнĕ яваплăха тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.
Вĕсене палăртса хăварар-ха эппин. Çĕрпÿ тăрăхĕнчен Канаш ене А-151 федераллă трассăпа пырса кĕрсен унăн сылтăм енне вырăнта хушма хуçалăх тытакан хастар Павловсем йĕркелесе пыраççĕ, сулахай енчине _ Ивановсем. Хыçалкас, Энтрияль тата Шăхасан ялĕсен çывăхĕнчи çул айккисене Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ пăхса тăрать. Шăхасантан иртсен çул айккипе Мансуров фермер ĕçлет. Асхва ялĕ çумĕнчи çĕрсем çинче уйрăм çынсем тĕрлĕ çимĕç туса илеççĕ. Акатуй уявĕ ирттерекен «Урожай» стадион тĕлĕнче хушма хуçалăх тытакан Павлов курăка çулса тасатса тăрать. Сылтăм енчи газ заправки çумĕнче Арсентьев фермер çĕрĕсем вырнаçнă, сулахай енче — сĕтпе ĕçлекен кооперативăн. Уçырма тĕлĕнче Пахомов фермер (сылтăмра) тата «Агат» пĕрлĕх (сулахайра) ĕçлеççĕ. Карăклă ялĕ çывăхĕнче çулăн икĕ айккине те «АСК-Канаш» пĕрлĕх типтерлĕ тытать. Унтан Маяк ялĕ çывăхĕнче эстафетăна Владимировпа Малов фермерсем малалла илеççĕ, округ чиккинче Шпаков фермер ăна вĕçлет.
Унсăр пуçне округ çулĕсемпе Йĕпреçе, Тăвайне тата Вăрнара та çитме пулать. Йĕпреç енчи çул айккисене Николаев, Табаков тата Михайлов фермерсем пăхса тăраççĕ. Тăвай енчишĕн «Агат» тата «Хучель» пĕрлĕх-сем яваплă. Вăрнар енне кайма тухсан Киров ячĕллĕ ЯХПК, Протасов тата Шамуков фермерсем çул айккисене мĕнле тытса тăнине курма пулать. Шаккăл тата Кипеч енче «Август-Кайбицы» илемлĕ хĕвел çаврăнăш уйĕсемпе куçа тыткăнлать.
Çакăн пек хастарсем çул айккисене малашне те типтерлĕ тытса тăрсан хамăра кунсерен çула тухса çÿреме меллĕ кăна мар, пирĕн тăрăха курма килекен хăнасен умĕнче те пите хĕретмелле пулмĕ.
Артемий МЯСНИКОВ