Ухман салинчи Çĕнтерÿпе кану паркĕнче «Мирлешмелли сак» выр- наçтарнă. Ăна вырăнта пурăнакан Юрий Капитонов ăсталанă. Ял халăхĕ çак пуçарăва ырласа йышăннă, хăйне евĕрлĕ сакпа илемлĕ хунарсене туслă йышпа вырнаçтарма пулăшнă.
Çак арт-объекта пĕр-пĕрне чунтан савакан мăшăр хушшинче çынлăх, юрату тата ăнлану туйăмĕсене тытса пыма пулăшас тĕллевпе ăсталанă. «Халĕ пирĕн тăрăхра тĕрлĕ сăлтава пула пĕр-пĕрне çилленсе тăракан çынсем текех пулмĕç, вĕсен çак асамлă сак патне пĕрле çитсе каймалли çеç юлĕ», _ тет Юрий Димитриевич «Мирлешмелли сак» авторĕ.