Эрнекун Канаш хулинче нумай ĕç тăвакан çемье центрĕ уçăлнă. Вăл Канашри халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр çумĕнче вырнаçнă. Центра уçма Чăваш Енри ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова тата Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă.
Центр «пĕр чÿрече» меслечĕпе ĕçлĕ. Унти специалистсем çемьесене йывăр лару-тăрура алă пама, тĕрлĕ документ пухнă чухне ăнлантарма, ĕçе вырнаçма тата çемье канăвне тĕрĕс йĕркелеме пулăшĕç. Аслисем тĕрлĕ ыйту хуравне шыранă хушăра ачасем хăйсен вăхăтне ятарлă пÿлĕмре кăсăклă та хаваслă ирттерме пултарĕç.
Пĕлме, нумай ĕç тăвакан пĕрремĕш çемье центрĕ республикăра иртнĕ кĕçнерникун Шупашкарта çурçĕр хĕвел анăç районĕнче ĕçлеме пуçланă. Килес çул, Çемье çулталăкĕнче, çакнашкал центрсем тĕп хулари çĕнĕ кăнтăр районĕнче тата Вăрмарта хута кайĕç.