Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > 500 тĕп йывăç хунавĕ лартнă

500 тĕп йывăç хунавĕ лартнă

Çĕршывра «Астăвăм садне» чĕртсе тăратассипе волонтерсем пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсен йышĕнче Канаш тăрăхĕн хастарĕсем те пур.

Атнаш ялĕ çывăхĕнче, сăмахран, тĕллевлĕ акципе килĕшÿллĕн 500 тĕп кăвак чăрăш тата туя хунавĕсем лартса хăварнă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, ял халăхĕ тата шкул ачисем хутшăннă.

Çак акцин пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Ăна йĕркелесе яраканĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă кашни паттăр салтак ячĕпе йывăç хунавĕ лартма палăртаççĕ. Çавна май çĕршывра 27 миллион йывăç чĕртсе тăратмалла пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *