Пятница, 28 июня, 2024
Главная > Публикации > Выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă

Выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă

Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеме тухрĕç.

Аграрисен кăçал ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 4300 тонна утă типĕтсе кĕртмелле тата 14 пин тонна ытла сенаж янталамалла пулĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен анисем округра 5000 ытла гектар йышăнаççĕ.

Сенаж хывассипе округра Киров ячĕллĕ ЯХПК тата Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ кăтартуллă ĕçлеççĕ. Кĕске вăхăтра вĕсем çак сĕтеклĕ апата 1000 тонна ытла янталанă та ĕнтĕ. Утă хатĕрлессипе вара «Хучель» пĕрлĕх тата Арсентьев фермер малта пыраççĕ.

Киров ячĕллĕ хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç еплерех пулса пынипе муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов паллашрĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕ- сене ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *