Суббота, 28 сентября, 2024
Главная > Публикации > Хула ачисем Шăхасан салинче пулнă

Хула ачисем Шăхасан салинче пулнă

Республикăра ачасем валли «Салари пĕр кун» проект пурнăçа кĕрет.

Унпа килĕшÿллĕн хула шкулĕсенче вĕренекенсем аякри ял-салана çитсе хăйсен тавра курăмне аталантараççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи 57-мĕшпе 47-мĕш шкулсенче вĕренекен ачасем Шăхасанта пулнă.

Канаш тăрăхĕпе вĕсем «Çеçпĕл» центрта паллашнă. Хăнасене округ пуçлăхĕн çумĕ Лариса Сергеева тата Шăхасан шкулĕн директорĕ Венера Изратова кĕтсе илнĕ. Вĕсем ачасене çуллахи кану пуçланнă ятпа саламланă, ăна усăллă тата интереслĕ ирттерме ăнăçу суннă. «Канаш районĕ» видеофильма пăхнă хыççăн пурте Çĕнтерÿ Паркне çул тытнă. Çеçпĕл Мишши урамĕпе

утнă май Шупашкар ачисем Шăхасан салин историне тĕплĕн тĕпченĕ. Экскурсие вĕсем валли шкулти çамрăк активистсем йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *