Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Сăтăрçăсемпе кĕрешме им-çам пулăшать

Сăтăрçăсемпе кĕрешме им-çам пулăшать

Çу кунĕсем пуçланнăранпах çанталăк ăшă тата нÿрĕ тăчĕ. Çавна май çум курăк куç умĕнче тенĕнех тапса тухать, ял хуçалăх культурисене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă та вăйлă ĕрчет. Вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасассăн пысăк тухăç илес шанăç чакать.

Пысăк уйсенчи çум курăка алă вĕççĕн çĕнеймĕн паллах. Кун пек чухне ял хуçалăх ĕçче- нĕсене хими препарачĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Виçине шута илсе сапнă уйсем, чăн та, илемĕпе куçа тыткăнлаççĕ. Кашни ял хуçалăх культуринех ирĕккĕн ÿссе аталанма майсем туса параççĕ.

«Канмаш» агрофирмăра çак меслетпе сухан анисене çум курăкран тасатма тухнă. Вăрăран акни кăçал 10 гектар çинче ÿсет, иртнĕ çулхи сухана тепĕр хутчен лартнă лаптăк вара 25 гектар йышăннă.

Унсăр пуçне агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1340 гектар çинче акса хăварнă, техника культурисем 949 гектар çинче шăтса тухнă. Çак уйсене те им-çамланă, çу каçипе хими препарачĕсемпе тата пĕрре мар сапма тухĕç.

_ Ятарлă им-çампа вăхăтра тата пĕлсе усă курни уйсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çум курăк- ран сыхлама пулăшать. Çакă пире, ял хуçалăх ĕçченĕсене, кĕркунне тулăх тухăç илме май парĕ, _ тет хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *