Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Эпир йывăр вăхăтра ÿсрĕмĕр

Эпир йывăр вăхăтра ÿсрĕмĕр

Эпĕ 1941 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Калас пулать, питĕ йывăр вăхăтра ÿсрĕмĕр эпир, тумтир те, апат-çимĕç те çитместчĕ, хальхи çамрăксене çакна каласа парсан вĕсем хытă тĕлĕннĕ пулĕччĕç. Хĕлĕпе выçăпа касăхнăскерсем, çуркунне çитнĕ-çитменех вăрмана е çывăхри çырмана чупаттăмăр, лаша кăшкарĕ, кушак кĕпçи, майра кĕпçи, йÿç кăшкар тата ытти курăк татса çиеттĕмĕр. Аннесем пултăран, серте, вĕлтĕрен яшки çакса яратчĕç, кăштах сĕт ярса шуратсан техĕмлĕ, ăша кантаракан çурхи апат пулатчĕ.

Пĕрре çапла кĕркунне урама тухрăм та çынсем шавланине илтрĕм: «Ĕлĕкçиванч (ман аттене ялта çапла чĕннĕ) салтакран килет». Кайран пĕлтĕмĕр, вăл поездпа Канаша çитсе тепĕр поезд çине ларнă та Ачаксра анса юлнă. Çула май пуçанăшĕ патне кĕнĕ. Лешĕ ăна лаша кÿлтерсе Пукăртана ăсатса янă. Лавĕ малтан Лешекки урамне кайса хамăрăн тĕп кил умĕнче çавăрăнса килчĕ.

Анне хыççăн çыпăçса чупнă чух кĕтмен çĕртен ман пит çине темскер тумларĕ. Çумăр çăвать-и? Анне макăрать иккен. Атте госпитальте выртнă чухне вăл макăрманччĕ, халь киле таврăнсан макăрать ав. Ку – савăнăç куççулĕ иккен. Ун пек куççуль те пулнине эпĕ пилĕк çулта чухне ăнланса илтĕм. Темле куççуль те пулать теççĕ. Хăш чухне çынсем шăртлансан та макăраççĕ.

Сĕтел хушшине ларсан атте кутамккине салтрĕ те сахăр кăларса курма пынă ачасене валеçсе пама хушрĕ. Ырă кăмăллă иккен вăл! Анчах ман тĕле çитнĕ çĕре сахăр пĕтрĕ. Мĕн тери тĕрĕсмарлăх! Эп тÿсеймесĕр макăрса ятăм. Аннен те кăмăлĕ хуçăлчĕ. «Ан макăр, тупатпăр тата мĕн те пулин», – тет атте. Вăл кутамккинчен темле тимĕр банка кăларчĕ те чаршав хыçне кайса уçса килчĕ. Фронт кучченеçне пĕр кашăк сыпса пăхсанах сурса пăрахрăм – пулă çăвĕ иккен, пире вăхăтран-вăхăт вăйпах сыптаракан пулă çăвĕ. Эп каллех макăрма пуçларăм. Вырăн çине вырттарсан сисмен те, çывăрса кайнă…

Тепĕр кун аннерен ыйтатăп:

– Мĕншĕн ман валли пĕчĕк катăк та пулин хăвармарăн?

– Кÿршĕ ачисене мĕн-ма кÿрентерес? – тет анне. – Вĕсен ашшĕсем вăрçăран килеймен.

Пирĕн атте хăйне «эпĕ партире тăман коммунист» тесе калатчĕ. Шел, вăл 62 çултах çĕре кĕчĕ. Вăрçăран таврăнсан чирлекелерĕ, аллисем ун хытса ларнăччĕ. Фронтра виçĕ медаль илме тивĕç пулнă: «За боевые заслуги», «За Победу над Германией» тата «За отвагу». Вăл стрелковăй дивизире службăра тăнă, каярахпа çăкăр пĕçерекен пулнă. Ун хыççăн ăна çар эшелонĕсене Инçет Хĕвелтухăçне илсе каяс ĕçе явăçтарнă: хĕç-пăшал, апат-çимĕç тата тем-тем турттарнă.

Атте вăрçăра хăй мĕн курнине ача-пăчана каласа пама ÿркенмен, аппасем ун сăмахне çăвар карсах итленĕ. Эпĕ те çаплах итленĕ пулĕ, анчах пĕчĕк пулнипе пурне те ăнланман, çавăнпа йĕркеллĕ ас туса юлайман. Сăмахран, темле станцине поезд çитсе чарăннă та салтаксем вагонран тухнă. «Чăвашсем пур-и?» – ыйтнă пĕри. – «Пур!» Атте пăхать те хăйĕн пуçанăшне палласа илет. Савăннипе вĕсем çĕршер грамм шур эрех те ĕçме ĕлкĕрнĕ тет поезд тăнă хушăра. «По вагонам!» – янăраса кайнă команда. Кайран вĕсем яла таврăнсан çав тĕлпулăва ялан аса илетчĕç.

Атте тата атакăна кайни пирки каласа панă. ДОТран нимĕç пулемечĕ çулать анчах иккен пирĕн салтаксене. Пĕр сибиряк атте умĕнчех чĕркуçленсе ларса винтовкăран пит ăнăçлă персе янă. Пулемет туххăмрах шăпланнă. «Мĕн ăна нимĕç салтакне персе лектересси, сибиряк вăрçăччен сунарçă пулнă, пакшана тирри ан шăттăр тесе куçĕнчен персе тытнă», – тĕлĕнсе сăмахлатчĕç аппасем… Салтаксем хăрушлăх чакнине сиссе «ура!» кăшкăрса тăшман çине ыткăннă. Çак çапăçура атте аманнă, ун çурăм шăммийĕ çине пуля кĕрсе ларнă. Хирургсем нервсен çыххине сиенлес мар тесе çав тăхлан татăкне кăларас темен.

Тĕлĕнмелле тĕлпулусем татах пулнă. Ун чухне çитĕнсе çитнĕ арçынсене анчах мар, колхоз лашисене те «салтака» илнĕ. Пĕрре çапла атте пăхать те тĕлĕнет – хирĕç килекен лава пирĕн колхоз лашине кÿлмен-ши? Ятне каласа пăхать – лаша кĕçенсе илет. Чăтаймасть, пырса ыталать вăл хăйĕн «ентешне». Уйрăлнă чухне аттен анчах мар, лашин те куçĕ шывланнă тет.

Кăштах кулкаласа аса илмелли самантсем те пулнă. Çĕнтерĕве атте Чехословаки çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Уяв сĕтелĕ хатĕрлес тесе чупкалама тытăнсан командир ăна çывăхри карп ĕрчетекен хуçалăха кайса килме хушать. «Заданине» пурнăçлама вăл хăйпе пĕр çамрăк салтака илет. Çитеççĕ те пĕве шлюзне уçса яраççĕ. Çак самантра «Виллес» автомобильпе темле полковник çитсе чарăнать. «Пире арестлеме яман-ши кăна?» – шикленсе илет атте. Çамрăк салтак сиксе тухнă та винтовкине тĕллесе: «Юрамасть! Тух каялла!» – тесе хыттăн кăшкăрнă. Аптраса ÿкнĕ полковник «пĕве хуçи» патне пырса тархасланă: «Темçе пулă илме ирĕк парсамăр». Атте турткаланса тăман: «Кун пек уяв ĕмĕрте пĕрре пулать – илĕр»…

Аттепе мунчана кайни асра юлнă. Вăл мана супăнь кăпăкĕ айне туса çуса ячĕ. Салтакра вĕсем супăньпе çăвăннă иккен. Ялта эпир супăнь курман, кĕлтăррипе çăвăннă.

1945-46 çулсем аса килеççĕ. Ку тап- хăрти выçлăх пирки халь пит калаçсах каймаççĕ, хаçат-журнал та çырмасть, радиопа телевидени те çăварне шыв сыпнă. Халăх ун чухне самай тăкăнчĕ, уйрăмах ача-пăча нумай вилчĕ. Çуркунне кĕлетсем пуш-пушахчĕ, сакайĕнче те «çап-çутах». Пысăках мар Пукăртан ялĕнче вăтăр ача выçăпа е чир-чĕрпе çĕре кĕнĕ тетчĕç. Çак инкек пирĕн çемьене те килсе çапнă. Галя аппапа ман хушăри виçĕ ача – Раиса, Гена тата Етук – пыр шыççипе вилсе кайнă. Кÿршĕри Васильев Виталин аппăшĕ (е йăмăкĕ, халь лайăх астумастăп) выçăпа вилнĕ. Çав хĕрачана Фаина Гурьевна учительница усрама илесшĕн пулнă тетчĕç.

Ялти чăрсăр ачасем, Архипов Ваняпа ун пиччĕшĕ Санькка, выçлăхран вăхăтлăх та пулин хăтăлмалли май тупнăччĕ. Çуркунне çитсен вĕсем «ухутана» тухатчĕç, йăмрасем çине хăпарса кайса курак йăвисене çĕмĕретчĕç, çитĕнсе çите пуçланă курак чĕпписене çĕре тĕксе антаратчĕç. Уйрăмах пире Ваня тĕлĕнтеретчĕ. Вăл ним хăрамасăр çинçе туратсем çине пусса курак йăвисем патне кармашса çитетчĕ… Курак чĕпписен тĕккисене тататчĕç те – ял ачисем валли пĕр хуран начар мар апат пулатчĕ. Тутлă та иккен курак какайĕ! Кăвакарчăн какайĕ, салакайăк çăмарти мĕн тути каланине те эпир пĕлнĕ. Кăвакарчăнсене лăпăпа тытатчĕç…

Архипов Ваня пирки тата пĕр-ик сăмах каласа хăварас килет. Вăл таçта та хăпарса кайма, темле шăтăк тупса кĕрсе тухма пултаратчĕ. Августăн 25-мĕшĕ çав çул шăрăх килчĕ. Эпир шыва кĕтĕмĕр те аслисем авăн çапнине курма кайрăмăр. Уни матки Маюç жаткăн параппанĕ çине кĕлте пăрахса тăрать. «Капла пăрахаççĕ-и ăна? Сана мĕнле тумаллине кăтартас-и?» – пырса çыпăçрĕ те Ваня Маюç вырăнне тăчĕ. Тепĕртакран вăл хыттăн çухăрса ячĕ. Машинăн çаврăнса тăракан урапи ун аллине çаклатса илсе чăмлама пуçланă. Çынсем чупса пырса ăна туртса илчĕç, урапа çине хурса тухтăр патне ăсатрĕç. Кайран тырă сăвăрнă чух пÿрне шăммисем тупни пирки каласа паратчĕç.

Халăхпа тарăн çырмана пÿлнине ас тăватăп. Лаша кÿлнĕ урапасемпе çĕр нумай турттарчĕç. Ĕçленĕ май ячĕ те тупăнчĕ – Ман пĕве. Пăхаттăмăр та чун çĕкленетчĕ: мĕнле илемлĕ, сарлака та тарăн пĕве тулса сарăлчĕ икĕ ял хушшинче! Пулли тата епле кĕретчĕ! Сĕрекепе сĕреççĕ, пусмасемпе, шаксемпе тытаççĕ – иксĕлмест. Вĕтĕ пулă кĕрсен «аппу-пиччÿсене чĕнсе кил» тесе каялла яратчĕç. Тĕклĕ тута, çутак, ик тĕрлĕ карас – сарри тата çутти – лайăх кĕретчĕ.

Тĕклĕ тута чи малтан вăлча сапатчĕ, çурхи шыв шарлама пуçласанах яла хăпаратчĕ. Малани хыçĕнчи çырмана çуллен шыв çисе пыратчĕ, çыран хĕррине юлнă шăтăксене, хăма татăкĕ е пĕрене айĕсене алăсене чиксе яраттамăр та пулă туртса кăлараттăмăр. Шывĕ сивĕ пулин те çарранах чăмпăлтаттарса çÿреттĕмĕр çырма тăрăх, хамăр сиксе чĕтреттĕмĕр.

1949 çулччен пуçламăш классене ялтах вĕрентнĕ. Шкул çурчĕ Уçук вырăнĕнче ларнă, халь кунта Руслан килĕ. Эпир шкулти малтанхи утăмсене Марфа Михайловна вĕрентнипе тунă.

Вырăс чĕлхине эпĕ Виталий Захаровпа (пулас писательпе) ăмăртмалла вĕренеттĕм. Ку предмета пире Зинаида Максимовна Чувилина, Шупашкар хĕрарăмĕ, вĕрентетчĕ. Чăвашла хăй пачах пĕлместчĕ, çакă хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăратнă ĕнтĕ. Апла пулин те юратса вĕренеттĕмĕр ун предметне. Янкăлча çÿреме пуçласан тĕлĕнетчĕç: кам вĕрентнĕ сире вырăсла вулама-çырма, кăштах перкелешме?

Эпĕ класри художество пултарулăх ушкăнне юратса çÿреттĕм, пиллĕкмĕш класран пуçласа шкул пĕтеричченех сцена çинчен анман темелле. Ф. Павловăн «Судра» комедийĕнчи Мучи сăнарне питĕ хавхаланса выляттăм, Е. Никитин витĕмĕ пулнăран-ши, мана Кĕлпук мучи тетчĕç. Ача ват çын сăнарне туса кăтартни хăех кулăшла, çакă та пулăшатчĕ сăнар тума. Хамăр клубра анчах мар, Катеке, Çĕнĕ Шуртана çитсе кăтартнă пьеса сыпăкне. Алă хытă çупатчĕç, çакна аса илме кăмăллă.

Паллах, шÿтлесси-иртĕнесси те пулнă, ача-пăча çапларах-çке. Пĕррехинче пирĕн класра вĕренекен Георгий Орлов апрелĕн пĕрремĕшĕнче шкул директорне Василий Алексеевич Скворцова «сире ял Советне чĕнеççĕ» тесе тыттарнă, лешĕ ун-кун шутласа тăман, Йăлмаччана чавтарнă. Унти ачасем çул çине кĕрсе лармаллисем туса тултарнă, директор каялла йĕп-йĕпе урапа таврăннă. Тарăхса çитнĕскер, айăплисене дружина Советне пуçтарсах «ăшши парасшăн» пулнă. Анчах ачасем Орловпа Йăлмачча ачисен шÿтне питĕ килĕштерчĕç, директор каласа панине шар та шар кулса кĕтсе илчĕç.

Виталий Захаров ача чухне пĕчĕк Владимир Ульянова (Ленина) аса илтеретчĕ, кăтрарах пуçлă сарă хит- ре ачаччĕ вăл. Çак «çулпуç» пире йăнăш çулпа илсе кайни те пулнă. Пĕррехинче хĕвелçаврăнăш тунисене хуçа-хуçа «гранатăсем» туса хатĕрлерĕмĕр. Пăхатпăр – Йăлмачча енчен шлепке тăхăннă темле арçын килет. «Авă пирĕн тăшман, – тĕллесе кăтартрĕ Виталий. – К бою!» Пирĕн «гранатăсем» ытлашши инçе ыткăнаймарĕç пулин те шлепкене самай сехĕрлентерчĕç. Райкомран (е РОНОран) янă çын пулнă вăл. Тарăхса кайнăскер, шкула кĕрсе ачасене пуçтарса лартма хушнă.

– Ман енне миçе патак петĕр-ха? Юрать лектереймерĕр. Атаманĕ кам ачи? Николай Захаровичăн-и? Да-а… Хуть мĕн калăр та, йĕркеллĕ граждансем пулса ÿсмеççĕ ку ачасем. Çапла-и, хисеплĕ Марфа Михайловна?..

Ялти паллă вырăн – тимĕрçĕ лаççи. Ир пуçласа каçчен унтан халăх татăлмастчĕ. Кам туптанă хĕртнĕ тимĕре – çакна ас тумастăп, тимĕрçĕ таçтан килнĕ çынччĕ пулас. Çурла шăлласа паратчĕ вăл, çава туптатчĕ тата ытти вак-тĕвек ĕç ун валли сахал мар тупăнатчĕ. Сăмах май каласан, тырă вырнă чух кунта шăллатарнă çурлапа эпĕ пĕрре мар алла кастарнă, çав йĕрсем халь те пур.

Трофим Иванович Иванов-Таçук писатель-сатирик пирки кăштах каласа хăварас килет. Мана унпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Вăл колхоз председателĕ чухне эпĕ клуб заведующийĕнче пĕр çул çÿрерĕм. Канаш та ыйт- каланă унран, чуна уçса та калаçнă унпа. Пĕррехинче, Çĕнтерÿ кунĕнче, нимĕçсене иртнĕ вăрçăра мĕнле майпа çĕнтерме хăват çитерни çинчен каласа пама ыйтрăмăр. «Тĕлĕнетĕп, мĕнле çĕнтерме пултарнă, – терĕ Таçук. – Нимĕçсен пĕр заводне кайса курнăччĕ. Мĕнле тасалăх кунта, çирĕп йĕрке. Рабочисем пиртен ыйтаççĕ:

«Сирĕн ялсене электричество кĕртнĕ-и, электроутюгпа усă кураççĕ-и?» Мĕнле электричество? Краççын лампипе усă курнă. Утюг вырăнне тумтире тукмакпа шаккаса якатнă».

Учитель ĕçĕ пирки эп ачаран ĕмĕтленмен, Янкăлч шкулне пач кĕтмен çĕртен пырса кĕтĕм. Ку мĕнле пулса тухни пирки каласа хăварам. 1963 çулта эпĕ комсомол путевкипе Тула облаçĕнчи Ефремов хулине ĕçлеме тухса кайрăм. Каялла таврăнсан «столяр-станочник» специальноçĕпе профтехучилище пĕтернĕ май Канашри сĕтел-пукан фабрикине ĕçе вырнаçас шухăш пурччĕ. Çавăн чухне Янкăлч шкулĕн директорне В.П. Смирнова тĕл пултăм. Эп мĕн ĕçпе çÿренине пĕлсен вăл мана труд учителĕ пулса ĕçлеме хистесех чĕнчĕ, РОНОна кĕрсе тухма записка çырса пачĕ. Кайрăм хушнă çĕре. Унта Емельян Захарович ĕçлет иккен, пирĕн класс руководителĕ пулнăскер. Вăл мана ĕçе илни çинчен приказ кăларттарчĕ.

Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн учительсем хушшинчи путлех мар калаçусене илткелерĕм, вĕренмесĕр шкулта ĕçленине ырласах каймаççĕ иккен хăшĕсем. Кÿренÿ туйăмĕ мана çапла шутлама хис- терĕ: «Эп çынран катăк-им, тăрăшсан кĕретĕпех вĕренме». Вара Саранск хулине кайса ют чĕлхесен факультетне илме ыйтса заявлени çырса патăм. Манпа пĕрле тата 64 абитуриент студент-заочник билечĕ илчĕç. Анчах вĕсенчен иккĕшĕ кăна, çав шутра эпĕ, диплом хÿтĕлеме пултарчĕç, ыттисем тăкăнса юлчĕç. Çапла вара 40 çул педагогика ĕçĕнче вăй хума тÿр килчĕ.

Владимир Алексеев, Янкăлч сали

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *