«Тутарстанри Сиктерме ялĕнче ирттерекен чăваш культурин уявне çулсеренех хăна нумай килет, каçал та 15 пинрен кая мар пуçтарăнмалла». Çапла пĕлтерчĕ «Татаринформ» агенство ятарласа ирттернĕ пресс-конференцире. Калама кăна çăмăл: пин çурă та мар, вун пилĕк пин-çке! Кун чухлĕ халăха кĕтсе илсе вырнаçтарма, юрлама-ташлама, канма лайăх майсем туса парас тесен хуçасен самаях пилĕк авма тивет.
Пирĕн «Икарус» пилĕк сехет чупнă хыççăн ирхине çичĕ сехет тĕлне анлă çултан пăрăнса Сиктĕрмери культура çурчĕ умне çитсе чарăнчĕ. Ак япала, «Уяв» кĕрлеме те пуçланă иккен, унта та кунта купăс сасси илтенет, уйăрнă вырăнта автобуссем туллиех: Ульяновск, Самар, Пенза облаçĕсенчен, Пушкăртстанпа Тутарстанри тĕрлĕ районсенчен, Марипе Чăваш Республикисенчен… Канаш округĕнчен «Уяв» сцени çине «Татмăш ен» тата «Çăлкуç» ансамбльсем тухмалла. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем пысăк опыт пухнă, нумай хулана çитсе куракансене савăнтарнă. Коллективăн илемлĕх ертÿçи В.К. Дмитриев кĕске репетици ирттерсе вĕсен хул-çурăмне çемçетме, сассисене уçăлтарма шутларĕ, вăл баянне тăсса ярсанах янкăс юрă янăраса кайрĕ. Пурте йĕркеллĕ.
Сиктĕрме Тутарстанри авалхи чăваш ялĕ, кунта чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралса ÿснĕ. Çавна май шкул та, культура çурчĕ те йĕркеллĕ çуртсенче чиперех ĕçленĕ. Анчах ял «ватăлса» çитнĕ, кунта вăйпитти çынсем сахаллансах пынă, вырăнти хуçалăх юхăнса кайнă. Çавна кура Элкел район администрацине ертсе пыракан Ф.М. Давлятшин сиктĕрмесене Мари Элти «Звениговский» совхозпа «туслашма» сĕннĕ. Килĕшÿ çырса ал пуснă та… Малаллине пурте аван пĕлетпĕр, анчах «нимĕн те улшăнман» тени хальхинче питех те вырăнсăр. Улшăннă çав, тĕпренех улшăннă. Совхоз директорĕ, Сиктĕрмере çуралса ÿснĕ И.И. Казанков сăмаха çилпе вĕçтермен, кунта совхозăн филиалне туса хунă, сĕт-çу комплексĕ, чăкăт кăларакан завод уçнă, лаша завочĕпе пулă хуçалăхĕ ĕçлеме пуçланă, çапла вара вырăнти экономика урапи пĕлсе «сĕрнĕ» хыççăн шалтăртатма пăрахнă, хывнă инвестиципе кунта халиччен курман-илтмен объектсем нумай ÿссе ларнă, вĕсене «Çĕнĕ Сăвар» теме пуçланă.
Акă эпир Павар шывĕ урлă хывнă кĕперпе каçса пыратпăр. Пĕчĕк юхан шыв сарăлса хитреленнĕ, ун çыранĕсем хĕррине сарса тухнă сап-сарă хăйăр куçа шартарать. «Кунта катамаран е кимĕ илсе ярăнма пулать», – тесе çырса çапнă, кăмăлу пулсан парăс та карса яма пулать иккен. Ачасене вылямалли вырăнсем те пур, хĕвелтен пытанмалли сунчăк таврашĕ илсе шыв хĕрринче киленсе выртма пулать, душ кабинисем, хывăнса тăхăнмалли вырăнсем, 25 метрлă бассейн… Ай, туса тултарнă та! Кирлĕ-ши çакă «пĕтсе пыракан» ялти мучисемпе кинемейсене? Çапла мăкăртатнине те илтме пулчĕ тин кăна сăн кĕртсе çитернĕ вырăнсене курса çÿренĕ чух. Вĕсемпе килĕшмесĕр ан васкăр чĕлхĕре ирĕке яма тесе калас килчĕ. «Çĕнĕ Сăвар» Акатуй-Сапантуй ирттерме тунă тÿрем кăна мар, вăл туристсене кĕтсе илмелли, вырнаçтармалли вырăн та. Вĕсем валли тата ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пурăнма тетте пек илемлĕ уйрăм çуртсем купаласа лартнă. Килен-каяна е туристсене Сăвар крепоçĕ те тĕлĕнтерет, Сиктĕрме упа шăтăкĕ мар, унта зоопарк та уçнă, упи вара чăнах та пур иккен. Шывармань, çăлкуçлă часовня (ялта чирку те пур), авалхи пÿртсен музейне уçнă, кунта ним те çук, кичем тесе калаймăн, кĕçех тата икĕ музей (вĕсен кăшкарĕсене хăпартса лартнă ĕнтĕ), икĕ палăк уçăлмалла. Туса лартмалли объектсем тата та пур.
Сиктĕрмери «Уява» ирттерме пилĕк сцена тата икĕ подиум туса хатĕрленĕ (ытла нумай тесе те калас килет, анчах ку шухăш тĕрĕсех мар пуль), кĕнеке, апат-çимĕç, халăх ăстисен, авалхи япаласен тата чăваш кĕпе-тумтирĕн куравĕсем уçăлнă. Вĕсем пĕр харăс ĕçленипе пурне те курса юлас текенсене йывăр килет (çав хушăрах лаша утланса тата кÿме çине ларса ăмăртаççĕ). Эпир «Хусанкай урамĕ» фестивале курса пĕтерес терĕмĕр. С. Асамат, Р. Сарпи, М. Карягина, Л. Филиппова, О. Туркай тата ытти чăваш çыравçисем пухăннă халăх умне тухса хăйсен сăввисене каларĕç, куракансене кĕнекисене ал пусса парнелерĕç, Çĕнĕ Шупашкарти «Сăрнай» ансамбль шăхлич каласа фестивале шухăша яракан сĕм парса тăчĕ.
Пирĕн артистсем «Уяв» пуçланасса кĕтсе çÿренĕ хушăра хăйсем ла-йăх пĕлекен такмаксене каласа ташша çапма пуçларĕç те телевиденипе фотокамерăсене хăйсен енне çавăрчĕç, микрофон-диктофон тытнă журналистсем те кунта васкарĕç, баянпа параппан кĕввипе Чăваш наци конгресĕн президенчĕ В.Л. Клементьев та ташша тухрĕ.
Халăх ăстисен юхăмĕ тĕп сцена еннелле вĕçе-вĕçĕн карталанса вырнаçса çитсен куракансене Çемье çулталăкне халалланă юрăллă-ташăллă композици тыткăнларĕ. Вĕсене пурне те чăваш пурнăçĕнчен илнĕ: туй, ача ят хуни, салтака кайни, ниме, тăванлăх йывăçне лартни тата ытти те, вĕсем пурте тăван çĕре юратма, çутçанталăкпа, кÿршĕ-аршăпа çураçуллăн пурăнма верентеççĕ (режиссерĕ С. Чаркина).
Пухăннисем умĕнче Раççĕй Патшалах Думин представителĕсем, Тутарстан, Чăваш республикисене, Элкел муниципаллă округа ертсе пыракансем саламлани, Хисеп хучĕсем пани пысăк вырăн йышăнчĕ. Хĕрÿллĕ сăмахсенчен мана «Уява» йĕркелесе яракан И.И. Казанков калани асра юлчĕ: «Раçççейре совет влаçĕ вăхăтĕнче тытса пынă наци политикинчен пăрăнмалла мар».
Концерт пайĕнче эстрада артисчĕсемпе районсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем ăмăртмалла юрларĕç-ташларĕç. «Татмăш енпе» «Çăлкуçа» çÿрекенсем сцена çине Елчĕк районĕнчи чапа тухнă Патреккел хорĕ хыççăн тухрĕç, вĕсем «Тăрантас та лайăх» юрă хыççăн такмакласа ташларĕç.
– Пирĕн репертуарта чăваш композиторĕсен тата халăх юррисем чылай, – терĕ сцена çинчен ансан коллектива ертсе пыракан В.К. Дмитриев. – Çак концертра эпир программа вĕçленес енне кайсан сцена çине тухрăмăр, кульминаци пултăр тесен уйрăмах çĕкленÿллĕ юрăпа ташă кирлĕ. Пирĕн пĕрлештернĕ ушкăн çак тĕллеве чиперех пурнăçларĕ, диплом илме тивĕç пулчĕ.
Валерий АЛЕКСИН