Канаш тăрăхĕнчи çĕнĕ поликлиника стройки ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Аса илтеретпĕр, сиплев çурчĕ Шăхасан салинче çĕкленет, ăна «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ.
Çĕнĕ объект 80 процент чухлĕ хатĕр. Строительсем хальхи вăхăтра пÿлĕмсене йĕркене кĕртеççĕ, плитка хураççĕ тата çыхăну хатĕрĕсем туртаççĕ. Пушар хăрушсăрлăх сигнализацине те вырнаçтарса пыраççĕ. Шалти ĕçсем вĕçленсе пынă май подрядчик часах поликлиника таврашне хăтлăлатма тытăнĕ.
Сиплев çурчĕ хута кайсан унта Канаш тăрăхĕнче пурăнакан 32 пин ытла çын сипленме пултарĕ.