Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Тăрăшса ĕçлесен тупăш пулатех

Тăрăшса ĕçлесен тупăш пулатех

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 227,6 тонна аш-какай туса илнĕ. Чылай хуçалăх аш-какай туса илессине ÿстернĕ, çав шутра: «Путь Ленина» ЯХПК, Киров яч. ЯХПК, «Урюм» ЯХПК, «Хучель» ООО, В. Семеновăн, А. Макаровăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Хуçалăхсем вăкăрсене çамрăклах сутма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене нумай вăхăт тăрантарни, ÿстерни сахал тупăш парать. Туса илнĕ аш-какай шутĕнче 92 проценчĕ _ мăйракаллă шултра выльăхăн, 5,5 проценчĕ _ кайăк-кĕшĕкĕн, 2,5 проценчĕ _ ытти выльăхăн.

Çур çулта округра 3211,7 тонна сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхи шайран кăшт пĕчĕкрех шутланать. Сĕт суса илесси çине çут çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿнĕ. Чылай хуçалăхăн кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ытларах, çав шутра: «Хучель» ООО, В. Никоновăн, С. Николаевăн, А. Макаровăн, В. Герасимовăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Канаш тăрăхĕнче кашни ĕнерен вăтамран 2615 килограмм сĕт суса илнĕ, ку 2023 çулхипе танлаштарсан кăшт сахалтарах. Чи пысăк кăтартусем В. Никоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче _ 3830 килограмм, С. Николаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче _ 3539 килограмм, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри МТФра – 3476 килограмм. Паянхи кун сĕт рынокĕнчи лару-тăру лайăхах мар, сĕтĕн туянакан хакĕ чакнă, çакă вăл вăхăтлăх, чăтса ирттерес пулать. 2023 çулхипе танлаштарсан выльăх апачĕ ?утă/ хатĕрлесси пахалăхлăрах пурнăçланать, çавăнпа та ĕне-выльăх шутне чакармалла мар, ÿстермелле. Сĕт çеç кашни кунхи тупăш парать. Çакă хуçалăхсен экономикишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх çĕрĕсен кашни 100 гектарĕ çинче аш-какай туса илесси райо- нĕпе вăтамран 18,1 центнерпа танлашнă. Чи пысăк кăтарту Киров ячĕллĕ ЯХПКра _ 53,8 центнер. Ял хуçалăх çĕрĕсен кашни 100 гектарĕ çинче сĕт суса илесси районĕпе вăтамран 258,5 центнерпа танлашнă. Ку енĕпе те чи пысăк кăтарту С. Николаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче _ 1033,0 центнер.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхи шайра пулнă, 3211 пуçпа танлашнă. Нумай хуçалăхра выльăх шутне сыхласа хăварнă.

Палăртнă кун тĕлне ĕнесен шучĕ районĕпе 1225 пуç пулнă, В. Никоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕнесен шутне ÿстерсе пыни сисĕнет. Паянхи кун нумай ĕне тытакан хуçалăхсенчен, тĕслĕхрен Киров ячĕллĕ ЯХПКран, тĕслĕх илес пулать, çапла майпа сĕтрен лайăх тупăш илме пулĕ.

В. Волынкинăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче сурăх усраççĕ. Вĕсен шучĕ 446 пуçа çитнĕ. Ку отрасльри продукцие, çав шутра çитĕннĕ выльăха та, пĕчĕк путексене те ыйтакансем нумай.

Районĕпе пурĕ 693 пуç пăру илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак кăтарту хăш-пĕр хуçалăхсенче пысăкрах, çав шутра: «Урюм» ЯХПК, «Хучель» ООО, С. Николаевăн, А. Макаровăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Кашни 100 ĕне çине 49,9 пуç пăру илнĕ, пĕлтĕр ку кăтарту 47,8 пуçпа танлашнă. Кашни 100 ĕне çине 50 пуçран ытларах пăру илнĕ хуçалăхсем: «Урюм» ЯХПК, С. Николаевăн, А. Макаровăн, В. Герасимовăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Районĕпе кашни 100 ĕне çине пушмак пăрусене пăрулаттарни 6,6 пуçпа танлашнă, пĕлтĕрхи кăтарту _ 12,9 пуç. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕтĕве аван çĕнетсе пыраççĕ, вĕсенче ку кăтарту 10 пуç ытларах танлашать, çав шутра: «Урюм» ЯХПК, Киров ячĕллĕ ЯХПК, В. Степановăн хресчен-фермер хуçалăхĕ. Çак хуçалăхсенче кĕтÿ-ри ватă е чирлĕ ĕнесене çамрăк выльăхсемпе ылмаштарсах тăраççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх ÿт хушнин кăтартăвĕсем районĕпе пысăк мар _ 559 грамм, пĕлтĕр ку кăтарту 533 грампа танлашнă. 500 грамм ытла хушса пыракан хуçалăхсем: «Путь Ленина» ЯХПК, Киров ячĕллĕ ЯХПК, С. Николаевăн, В. Герасимовăн, А. Семеновăн, С. Леонтьевăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Ыттисенче кăтарту 500 грамран сахалрах. Ÿт хушассине 600 грамран ытларах кăтартăва çитерсен çеç выльăх ĕрчетессинчи ку отрасль курăмлă тупăш пама пуçлĕ. Йăлтах выльăха тăрантарнинчен тата мĕнле усранинчен килет. Чĕрĕ масса 300 килограмран иртсен выльăха самăртасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ку тапхăрта вăкăрсем талăкра 1000-1200 грамм таран хушаççĕ. Выльăх апачĕ тутлăхлă, унта минераллă япаласем çите- лĕклĕ пулмалла.

Районта выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Кăçал çанталăк çакна валли лайăх, курăк çÿллĕ ÿсрĕ. Утă çулма кăштах каярах тухрăмăр. Çанталăка пăхса пахалăхлă утă хатĕр-лес пулать. Хальлĕхе хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕпе пĕрех. Утта кирлин 80 проценчĕ, сенажа 45 процент чухлĕ янтăланă. Çавăн пекех нумай хуçалăхра сенаж хывма пуçланă чухне çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тесе технологине пăснине палăртмалла. Кун пек чухне сенаж мар, силос пулать, унăн тутлăхлăхĕ вара сахалрах. В. Никоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çеç сенаж хывнă чухне тĕрĕс технологипе усă курнă ?симĕс массăна кушăхтарнă/. Çĕртме уйăхĕн варринче нумай çул ÿсекен курăксенчен сенаж хывма пуçламаллипе çыхăннă сĕнÿсем панăччĕ. Сенаж е силос хатĕрленĕ чухне комбайн 25-50 миллиметртан касса пымалла. Массăна пусăрăнтарма кустăрмаллă тракторсемпе ?Т-150/ усă курмалла. Курăка хатĕрлемелли чи лайăх вăхăтран пĕр кун кая юлни ĕнен çулталăкри продуктивлăхне 180 килограмм чакарнине пĕлсе тăрас пулать. Кăçалхи çанталăкра утă ха- тĕрлеме лайăх. Сĕте вара сивĕтме тăрăшмалла. Çакă сутакан сĕтĕн хакĕ çине витĕм кÿрет, сĕт те часах пăсăлмасть.

Чи кирли вара, выльăха уя кăларсан витесене юсамалла, дезинфекцилемелле, шуратмалла. Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа нумайрах продукци ?аш-какай, сĕт/ туса илес тесе тăрăшмалла, витене кĕртсен ку тăкак- лăрах пулĕ. Çулла продукцин хăйхак- лăхĕ те пĕчĕк, тупăшĕ те пысăкрах. Унсăр пуçне тăвар çинчен манмалла мар, çавăн пекех ĕнесем кÿпĕнесрен вĕсене пăрçа йышши курăксемпе, уйрăмах ирхине е çумăр хыççăн ытлашши тăрантармалла мар.

Сергей ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *