Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Чаплă уяв туса пачĕç

Чаплă уяв туса пачĕç

Июлĕн 6-мĕшĕнче Янкăлч салин культура çуртĕнче 50 тата 55 çул пĕрле килĕш- терсе пурăнакан мăшăрсене чысларĕç. Çав ятпа вĕсене асра юлмалла тĕлĕнмелле уяв туса пачĕç.
Ялти кульутра çурчĕ çумĕнчи «Янрав» ушкăн хăйсен репертуарĕнчи юрă-ташăпа пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Çак пултарулăх ушкăнне Любовь Лимперова ертсе пырать, Виталий Иванов купăсçă илемлĕ кĕвĕпе савăнтарать.
Уява ăста ертсе пыраканĕ вара Надежда Петрова пулчĕ. Хăй юрланă май пире те, 80 çултисене, юрлаттарчĕ, тĕрлĕрен вăйă- конкурса хутшăнтарчĕ. Виçĕ сехет хушши хамăра юмахри пек туйрăмăр, миçере пулнине те манса кайрăмăр.
Çак чаплă уява йĕркелекенсене, «Янрав» ушкăна, Любовь Лимперована, Надежда Петрована, тата Виталий Иванова эпир чун-чĕрен тав тăватпăр. Малалла та çакăн пек уявсем туса парасса кĕтетпĕр.
Юбилярсен ячĕпе Алексеевсен çемйи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *