Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл – ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çын хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн çак кун – чи кĕтнĕ уяв.
Июлĕн 12-мĕшĕнче Шăхасан ял тăрăхне кĕрекен Сител ялĕн çыннисем урам уявне пуçтарăнчĕç. Уяв «Советская» урамра вăрçă ветеранĕ, пĕрремĕш ракетчик Матвеев Д.М. çурчĕ умĕнчи лапамра иртрĕ. Лапама Дмитрий Матвеевичăн хĕрĕ Елена Дмитриевнăпа унăн мăшăрĕ Николай Аркадьевич уйăрса пачĕç, сĕтел-пуканпа пулăшрĕç. Пысăк тав вĕсене пирĕн коллективран тата ял халăхĕнчен. Спонсор пулăшĕвĕпе уяв иртерме пулăшнăшăн Сител ялĕнче пурăнакан Иванов Николай Ивановича та пысăк тав.
Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿрекенсен коллективĕ, клуб заведующийĕ Роза Васильева тата ял старости Юрий Кириллов та çак куна тĕплĕн хатĕрленме нумай вăй хучĕç. Малтанхи кунсенче уяв ирттермелли вырăна тасатса, баннерсем çакса йĕркене кĕртрĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç.
Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур-пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл – пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан та тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ÿсекен мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.
Малтанах савăнăçлă уяв программипе паллаштарма ял старости Юрий Кириллов сăмах илчĕ, урам уявĕпе тата Сител ялĕн 520 çулхи юбиле- йĕпе саламларĕ. Хумхануллă саманта сумлă хăна Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Руссков В.Д. пуянлатрĕ, уяв ячĕпе саламларĕ, вăл чи маттур та хастар çынсене тата активистсене грамотăсем, тав хучĕсем парса чысларĕ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, çутă шанăçсене пурнăçлама ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тата телей сунчĕ.
Малалла уява хутшăннă, ĕç ветеранĕсем сăмах илчĕç. Весен ачалăхĕ хальхи саманари яшсемпе хĕрсенчен чылай урăхла: колхоз уйĕнче кантăр вырнă, утă çулнă, типĕтнĕ, купăста шăварнă, кăшман, çĕр улми анисем çинче сахал мар вăй хунă. Анкартинче тырă сăвăрнă, типĕтнĕ çĕрте вăй хунă. Кашниех çак аса илĕве кăмал туллин уçса пачĕ, куçсем çамрăклăхпа тулчĕç.
Ушкăнра чи аслисен шутĕнче – Антонова Нина Фёдоровна. Сител ялĕнче 1930 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Кăçал вăл 94 çул тултарчĕ. Вăрçăччен лайăхах пурăннă тет Нина аппа. Вăрçă пуçлансан пурнăç чылай йывăрланчĕ, çемье йышлă, пурĕ – çиччĕн. Вăл шутра 5 ача. Атте вăрçăра. Анне тепĕр хĕрарăмпа колхоз лашисене пăхатчĕ, лашасене фронта ăсатма хатĕрленĕ. «1944 çулта Североморскран малтан Сител ялĕнчех пурăннă Марфа ятлă хĕрарăм килет. Вăл сĕннипе эпир вербовкăпа Мурманскине тухса кайрăмăр, сайра пулин те тăшман самолёчĕсем бомба пăрахма чарăнман-ха. Пирĕн зенитчиксем вĕсене хуса ярсах тăнă», – терĕ Нина Фёдоровна. Малалла çемьене баракра комната панă тет. Ĕçлеме кирпĕч заводне вырнаçтарнă. Пенсине стройкăра ĕçлесе тухнă. Мăшăрланнă Сител ял каччипех, тăватă ача пăхса ÿстернĕ. «Ачасем мана пăрахмаççĕ, хисеплеççĕ. Мăнуксенчен те пуян», – тесе вĕçлерĕ хă-йĕн калаçăвне 94 çулхи Нина аппа.
Малалла ирĕклĕ темăпа ÿкернĕ конкурсра ача-пăча хайĕн кăмăл туйăмне хут çинче тĕрлĕ тĕсле краскăпа уçса пачĕ. Вĕтĕр-шакăр чуп-рĕ, вылярĕ. Уява Сител тата Шăхасан сали культура çурчĕ çумĕнчи «Парчар» фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе пуянлатрĕç.
«Чăвашсен вăййа тухасси мĕн ĕлĕкренех çимĕкрен пуçласа Питрав кунĕччен пынă. Çак кун така пусса çинĕ, хăнасене чĕннĕ, сăра пички пуçланă. Çамрăксем те Питрава питĕ кĕтнĕ. Вăйăсем ирттернĕ, юрланă, ташланă, чун савнисене суйланă. Питрава ирттернĕ хыççăн малалла вăйăсем вĕçленнĕ, уй-хирте хĕрÿ ĕç пуçланнă», – тесе вĕçлерĕ Ю. Кириллов уява ертсе пынă май.
Çак кун чăвашсен Питрав кунĕпе çыхăннине шута илсе пурте уяв картине тăчĕç. Чăваш халăхĕн «Хурăн çулçи» юрăпа мăн карта туса урам илемне кÿчĕç. Чылайччен янăрарĕç илемлĕ юрăсем. Паллах, чăваш шÿрписĕр уяв мар. Пĕçерекенĕсем: Елена Дмитриева, Галина Михайловна, Татьян Андреевна. Шÿрпи çав тери тутлă пулчĕ. Тавах вĕсене çакăн пек явап- лă ĕçе хăйсем çине илме пултарса ял халăхне тутлă шÿрпепе хăналанишĕн.
Сĕтел çине вырнаçтарнă апат-çимĕç конкурсĕнче Пётр Кирилловăн çĕнĕ улма çимĕçне уйрăмах ырларĕç, ăна тутанса курман çын юлмарĕ те пулĕ. Лариса Геннадьевна туса хатĕрленĕ тутлă кăпăшка сăри те халăх асĕнче нумайлăхах асра юлĕ. Çамрăксем валли хатĕрленĕ дискотека программи ташă ăстисене чылайччен савăнтарчĕ. Уяв килĕшÿллĕ кăмăлпа саланчĕ.
Юрий КИРИЛЛОВ