Суббота, 21 сентября, 2024
Главная > Публикации > Ял хуçалăх ĕçченĕсем вырмана тухнă

Ял хуçалăх ĕçченĕсем вырмана тухнă

Кĕрхи культурăсем пиçсе çитнĕ май Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предриятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурте вырмана тухнă. Çавна май кĕске тăхтав хыççăн уй-хир каллех хăватлă техника шавĕпе тулчĕ.

Кĕрхисене пуçтарма чи малтан «АСК-Канаш» пĕрлĕх пуçăннă. Карăклă ялĕ çывăхĕнче уйра тăватă комбайн ?икĕ «Палессе» тата икĕ Акросс»/ ĕçленĕ. Вĕсем ир пулакан кĕрхи тулă çапнă. Тухăç кашни гектартан 40 центнер тухса пынă. Тырăри нÿрĕк виçи 16 процентпа танлашнă.

Асăннă хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 515 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен кĕр тыррисем _ 305 гектар.

Кăçал канашсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18 пин ытла гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. Çак лаптăкран 7 пине яхăн гектарĕ _ кĕрхисем. Вăтам тухăç паянхи куна кашни гектартан 33 центнер тухса пырать.

Çанталăк чăрмав кÿмесен тата техника «кутăнлашмасан» çĕнĕ тухăç часах пÿлмесене кĕрсе вырнаçĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсене выр- мана вăхăтра тата çухатусемсĕр вĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

Артемий МЯСНИКОВ Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *