Канашри районсем хушшинчи прокуратура Наци проекчĕсемпе çыхăннă мероприятисем вырăнта мĕнлерех пурнăçланнине çирĕп тĕрĕслесе тăрать.
Çак тĕллевпе унăн сотрудникĕсем тăтăшах строительство объекчĕсене çитсе килеççĕ.
Халĕ вĕсем унчченхи «Цивиль» кану лагерĕ вырăнĕнче çĕкленекен экогостиница комплексĕн стройкипе паллашнă. Аса илтеретпĕр, «Цивилизацие» «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Çак проекта ĕçе кĕртме Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерстви подрядлă организацие витĕмлĕ субсиди уйăрса панă. Çавăнпа кашни пусĕ шутра, туризм объекчĕ срокпа килĕшÿллĕн хута каймалла. Строительство хăвăртлăхĕ, паянхи куна илсен, планпа килĕшÿллĕн пулса пырать.