Четверг, 19 сентября, 2024
Главная > Публикации > Юбилейпа саламланă

Юбилейпа саламланă


Иртнĕ эрнере Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан Василий Платонов 95 çул тултарнă. Василий Николаевич чылай çул «Путь Ленина» колхоза ертсе пынă.
Ĕçри тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕшĕн пысăк наградăсене илме тивĕç пулнă.
Юбиляра округ пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов, вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов тата тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламланă. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Тăван» ансамбль савăнăçлă концерт лартса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *