Четверг, 19 сентября, 2024
Главная > Публикации > Патшалăх программипе усă курнă

Патшалăх программипе усă курнă

Канаш тăрăхĕнчи тĕп больницăра çамрăк хирург Александр Константинов ĕçлет. Врач профессине алла илнĕ хыççăн вăл тăван Канаш ене таврăннă. Ял-салара ĕçлесе аталанма çамрăк специалиста «Земство тухтăрĕ» программа пулăшнă.

Александр Константинов Шупашкарта, Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Ултă çул хушшинче «сиплев ĕçĕн» вăрттăнлăхне алла илнĕ хыççăн ординатурăри професси ăсталăхне хирургипе çыхăнтарнă. Халĕ иккĕмĕш çул Шăхасанти поликлиникăра хирург пулса ĕçлет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *