Суббота, 21 сентября, 2024
Главная > Публикации > Пĕр-пĕрне ачаранах килĕштернĕ

Пĕр-пĕрне ачаранах килĕштернĕ

Шăхасан салинче пурăнакан Николайпа Ксения Николаевсем 50 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Вĕсен юратăвĕ шкулта вĕреннĕ çулсенчех пуçланнă. Иккĕшĕ те пĕр ялта, Тури Сурăмра, çуралнă. Шкул хыççăн Николая Казахстана тракториста вĕренме янă. Икĕ тус пĕр-пĕрин патне тăтăшах çыру çÿретнĕ. Çĕнĕ çул каçхине каччă хĕре юратнине пĕлтернĕ.

Николай Николаевичпа Ксения Степановна 3 ача ÿстернĕ, халĕ вĕсен 6 мăнук. Çемье пуçĕ ĕмĕр тăршшĕпе водитель пулса ĕçленĕ, мăшăрĕ районти тĕп больницăра медсестра пулнă.

Николаевсем халĕ тивĕçлĕ канура, апла пулин те алă усса лармаççĕ. Пысăк хуçалăх тытаççĕ, вырăнти культура çуртне çÿреççĕ. Николай Николаевич купăс калама ăста, Ксения Степанована вара алă ĕçĕпе аппаланма юратать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *