Шăхасан салинчи çĕнĕ поликлиникăна кăçал хута ямалла. Çавна май строительство объектра самантлăха та чарăнмасть.
Нумаях пулмасть подрядчик ĕçне Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хакланă. Поликлиника стройки, планпа палăртнă срокран тăсăлса каясран, подрядлă организацине рабочисен бригадине хушма вăйпа çирĕплетме каланă. Çакă ĕç хăвăртлăхĕ çине те ырă витĕм кÿрĕ.
Аса илтеретпĕр, сиплев çурчĕ ĕçлеме тытăнсан, унта, 30 пин ытла çын пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕ.