Понедельник, 16 сентября, 2024
Главная > Публикации > Пилотаж ушкăнĕпе тĕл пулнă

Пилотаж ушкăнĕпе тĕл пулнă

«Стрижи» легендарлă пилотаж ушкăнĕ 4-мĕш хут тĕп хуламăрта пулнă. Шупашкар 555 çул тултарнине халалланă уявра аслă пилотаж ăсталăхне тата Раççей авиацийĕн илемне кăтартса панă.

Хула кунĕ умĕн Энтрияль шкулĕнче ăс пухакансем уникаллă экскурсинче пулса пилотсемпе тĕл пулнă. Шкул ачисем легендарлă МиГ-29-сене çывăхранах курнă, хăюллă та пултаруллă пилотсемпе калаçса сывлăшри трюксен вăрттăнлăхĕсене ыйтса пĕлнĕ.

Летчиксем «Стрижи» ушкăна мĕнле туни, МиГ-29-сем мĕнле вĕçме пултарни çинчен каласа панă. Вĕренекенсем питĕ интересленсе итленĕ, ыйтусем панă, самолетри пилотăн кабинине те кĕрсе курнă.

Экскурси вăхăтĕнче сăмах авиаци çинчен çеç пыман. Унăн йĕркелÿçисем оперативлă службăсен чи çĕнĕ моделĕсемпе, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи перекен хĕç-пăшалпа паллаштарнă, вĕсен историйĕ çинчен каласа панă. Профессилле инструкторсем паянхи çар çыннисем усă куракан хĕç-пăшалсем, пилотсăр вĕçекен хатĕрсем çинчен чылай çĕнни пĕлтернĕ.

Шкул ачисем экскурсипе питĕ кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *