Канаш хулинчен ятарлă çар операцине хутшăннă тепĕр салтака Жуковăн медалĕ- пе наградăланă. Дмитрий Николаев фронта мобилизаципе лекнĕ.
Унччен маларах Канашри пĕр заводра электросварщик пулса ĕçленĕ.
Повестка килсен: «Эпир пулмасан — тата кам?» _ тенĕ арçын. Канашсем паттăр ентешпе мăнаçланаççĕ, тăван киле чĕрĕ тата сывă таврăнасса кĕтеççĕ.