Воскресенье, 15 сентября, 2024
Главная > Публикации > Кĕрхи акана тухнă

Кĕрхи акана тухнă

Округри хуçалăхсенче вырма тапхăрĕ хĕрÿ пырать. Унсăр пуçне хăшпĕр ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи ака тума та пикеннĕ. Ку ĕçе «Агрофирма Канмаш» ООО чи малтисенчен пĕри тухнă.

Çак кунсенче администрацин ял хуçалăх пайĕн специ- алисчĕсем агрофирмăн Ухман территори уйрăмĕнчи уйне çитсе ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Ку лаптăкра ĕçченсем кĕрхи туллăн «Московская 56» сортне акаççĕ. 300 гектар çинчи ĕçсене икĕ агрегатпа харăс пурнăçлаççĕ, çав вăхăтрах минераллă удобрени те сапса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле ку хуçалăх кĕрхисене 1000 гектар çинче акма планлать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *