Воскресенье, 15 сентября, 2024
Главная > Публикации > Маскировка тетелĕ çыхаççĕ

Маскировка тетелĕ çыхаççĕ

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн маскировка тетелĕсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем салтаксене, çар техникине, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрсене тăшман куçĕнчен пытарма пулăшаççĕ. Çавна май çын пурнăçне те çăлаççĕ.

Çавăнпа та округри кашни ялта тенĕ пекех вырăнти хастарсем куллен маскировка тетелĕ çыхма пуçтарăнаççĕ. Акă, Шăхасан салинче те ку енĕпе хĕрÿ ĕç пырать. Вăтам шкулта ăс пухакансем, педагогсем тата ял çыннисем пушă вăхăт тупса пуçтарăнса ĕçлеççĕ: хăшĕ пусмана хăюсем çине касать, хăшĕ татăксене ятарлă сетка çине çыхса пырать. Пурин валли те ĕç пур.

Кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа хастарсем 55 маскировка тетелĕ çыхса ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ярса панă. Ку ĕç малалла пырать.

«Сетка çыхма кулленех вăхăт тупма тăрăшатпăр. Çитĕннисемпе пĕрле ачасем те ку ĕçе пурнăçлаяççĕ. Çуллахи вăхăтра шкул ачисен пушă вăхăт нумай. Ăна усăллă ирттерни паха», _ палăртаççĕ маскировка тетелĕ çыхакансем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *