Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршыври пур регионта та нумай ачаллă çемьесен цифрăллă удостоверенине хута яраççĕ.
Октябрь-декабрь уйăхĕсенче тĕрлĕ пулăшу мерисемпе усă курнă чухне нумай ачаллă пулнине цифрăллă удостоверенипе мĕнле çирĕп- летмелли йĕркене ĕçе кĕртĕç.
Уникаллă QR-кодлă цифрăллă удостоверени Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче «Çемье тата ачасем» пайра курăнĕ.
Нумай ачаллă пулнине ĕнентерекен хут удостоверение унччен илсе ĕлкĕрнĕ ашшĕ-амăшĕн харпăр хăй кабинетне цифрăллă удостоверени илме май пурри çинчен çыру килĕ.
Цифрăллă удостоверени çăмăллăхсемпе усă курмалли правăна ĕнентерес йĕркене çăмăллатĕ. Электрон документсем питĕ меллĕ. Енчен те хут удостоверенипе ашшĕ-амăшĕсем çеç усă кураççĕ пулсан, цифрăллипе ачасем те усă кураяççĕ. QR-кода телефонра сыхласа хăварса кирлĕ чухне кăтартма пулать. Çав вăхăтрах çемьен унчченхи пек хут документ илме те май пулать.
Палăртмалла: юлашки 10 çулта Раççейре нумай ачаллă çемьесен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. 2023 çулти кăтартусем тăрăх, виçĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесен шучĕ 2,4 миллионпа танлашнă. Вĕсенче пурĕ 7,7 миллион ача çитĕ-нет. Çемье çулталăкĕ пуçлансан РФ Президенчĕ «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿ- мелли мерăсем çинчен» Указа алă пусса çемье нумай ачаллă пулнине палăртма çĕршывĕпех пĕр йĕркепе усă курмаллине çирĕплетнĕ.