Воскресенье, 15 сентября, 2024
Главная > Публикации > Ял кунĕнче савăннă

Ял кунĕнче савăннă

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Атнаш ялĕнче пурăнакансем тата хăнасем ял кунне уявланă.

Канаш муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Атнаш территори уйрăмĕн начальникĕ Антон Мартынов тата уявăн спонсорĕ Андрей Данилов ял çыннисене ăшшăн саламланă, чи хастаррисене хисеп грамотисем парса чысланă.

«Атнаш ен» вокал ушкăнĕ, «Солнышко» ача садне çÿ- рекенсем тата хăнасем савăнăçлă концерт программипе куракансене савăнтарнă. Вĕсен юрри-ташши пурне те лайăх кăмăл парнеленĕ. Ача-пăча тĕрлĕ аттракционсем çинче выляса-ярăнса савăннă, пылак апат-çимĕçпе сăйланнă.

Спорта юратакансем волейболла, шашкăлла выляса тата дартс енĕпе ăмăртса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çĕнтерÿçĕсене _ асăнмалăх парнесем, мала тухнă волейболистсен командисене вара торт парса хавхалантарнă.

Мĕн каç пуличченех ял халăхĕ уявра савăннă, концерт вĕçленсен дискотекăра ташланă. Ял çыннисем пĕрле пуçтарăнса çакăн пек кăмăллăн канма май туса панăшăн уява йĕркелекенсене чĕререн тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *