Среда, 18 сентября, 2024
Главная > Публикации > Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ — юратура

Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ — юратура

Кашни çыннăн пурнăçĕнче çемье питĕ пысăк вырăн йышăнать. Шăпах çемьере эпир пĕр-пĕрне тимлеме, хисеплеме, пĕр-пĕриншĕн яваплăх туйма хăнăхатпăр, ăшăлăхпа çепĕçлĕхе туятпăр. Нумай çул пĕр-пĕрне юратса, упраса пурăнакан мăшăрсем чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Уçырма ялĕнче пурăнакан Римма Алексеевнăпа Григорий Петрович Петровсем çемье пурнăçĕн «ылтăн» юбилейне уявланă — вĕсем 50 çул пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатаççĕ. Григорий Петровичăн ĕç стажĕ Карăклăри вăтам шкулта пуçланнă, вăл унта физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. 1990 çулта ăна Уçырма ял совет ĕçтăвком председательне суйланă. Унтан вăл Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хунă, социаллă аталану уйрăмне ертсе пынă. Римма Алексеевнăн та ĕç стажĕ пысăк. Вăл пурнăçне обществăлла апатлану тытăмĕпе çыхăнтарнă, нумай çул Канашри шкул апатланăвĕн комбинатĕнче ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраман, алла усса ларма хăнăхман мăшăр ял çинче, районта хисепе тивĕçнĕ, вĕсен ĕçне тĕрлĕ шайри грамотăсемпе тата тав хучĕсемпе хакланă.

Петровсем виçĕ ачана кун çути парнелесе тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем пилĕк мăнукĕпе савăнаççĕ.

Хисеплĕ мăшăра Канаш муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова, Канашри ЗАГС уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Ирина Сергеева, пенсионерсен союзĕн Канаш округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Галина Андреева чаплă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă, тав çырăвĕсем, чечексемпе парнесем парса ырлăх-сывлăхпа, çывăх çыннисен ăшшипе киленсе тата нумай çул пурăнма суннă. Петровсен ачисемпе мăнукĕ-сем тата кÿрши-аршисем те саламлă сăмахсем çумне хутшăнса юбилярсене савăнтарнă.

Мăшăр хисеплĕ юбилярсен кĕнекинче алă пуснă. Нумай çул килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаканскерсенчен пуçтарăннисем çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнрине ыйтмасăр, паллах, чăтайман. «Юратура тата пĕр-пĕр-не хисепленинче!» — нумай шутласа тăмасăр пĕлтернĕ Петровсем.

Савăнăçлă мероприятире юбилярсем хăйсем мĕнле паллашнине, çемье пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене аса илнĕ, çирĕп хутшăнусене упраса хăварас тесен мĕн тумалли çинчен каласа панă.

Петровсем — Уçырма территори уйрăмĕн хисеплĕ çыннисем. Çак çемьен пурнăç опычĕнчен çамрăк ăрăвăн тĕслĕх илме тăрăшмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *