Понедельник, 16 сентября, 2024
Главная > Публикации > Шкула кайма пулăшнă

Шкула кайма пулăшнă

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Чылай ачана ашшĕ-амăшĕ шкула кайма чылай маларах хатĕрлесе çитернĕ пулнă. Анчах та йывăр лару-тăруллă çемьесенче ку енĕпе ĕç-пуç еплерех пулса пынă-ха;

Пăшăрханма сăлтавĕ пулман тесен те юрать. Ашшĕ-амăшĕ сахал тимлĕх уйăракан ачасене ырă кăмăллă çынсем пулăшнă. Çак тĕллевпе Канаш тăрăхĕнче çулсеренех «Шкула кайма пулăш» акци йĕркелеççĕ. Унта усламçăсем тата ахаль çынсем хастар хутшăнаççĕ. Канаш тăрăхĕнче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси хастарĕсем те айккинче юлмаççĕ. Шкул хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕшĕн вĕсем Надежда Петрова усламçа тата ачасене шкула кайма тĕрлĕ енлĕ пуçтарса пулăшнă ырă кăмăллă кашни çынна чĕререн тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *