Пятница, 20 сентября, 2024
Главная > Здоровье > Юн тымарĕсен центрне хута ярĕç

Юн тымарĕсен центрне хута ярĕç


Канаш хулинче регионти юн тымарĕ- сен центрне уçма палăртаççĕ. Вăл «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута кайĕ. Унта чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе тухăçлăрах кĕрешме май пулĕ.
Ятарлă центр хута кайсан Канаша çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе тивĕçтерĕç, вăл пациентсен юн тымарĕсене вырăнтах хирурги коррекцийĕ тума май парĕ. Канашри медицина центрĕнче çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессипе çак кунсенче пĕрремĕш ĕçлĕ канашлу иртнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *