Канашри вакунсем тăвакан завод сварка ĕçне автоматизацилеме палăртать. Çак тĕллевпе предприяти 48 миллион тенке яхăн кивçен илнĕ.
Укçапа Промышленноç аталанăвĕн фончĕ тивĕçтернĕ. Çăмăллатнă кивçенĕн çулталăкри ставка виçи пĕр процентпа танлашать.
Укçа-тенкĕпе завод роботизациленĕ сварка тăвакан сакăр комплекс туянĕ. Вăл продукци пахалăхне палăрмаллах ÿстерме пулăшĕ, браксен виçи те чакĕ.
Пĕлме, иртнĕ çулта предприяти пилĕк пин ытла вакун туса кăларнă. Сварка ĕçне автоматизацилесен заводăн хăвачĕ тата та ÿсĕ.