Суббота, 28 сентября, 2024
Главная > Публикации > Сиккассинчи тĕлпулу

Сиккассинчи тĕлпулу

Июнĕн 18-мĕшĕнче Сиккассинчи ветерансен çуртĕнче творчествăлла тĕлпулу иртрĕ.

Кунта хÿтлĕх тупнă ватăсемпе сусăрсем патĕнче Зоя Гурьева сăвăç тата Василий Лапин журналист пулчĕç, хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Ватăсем уйрăмах Зоя Гурьеван амăшĕ çинчен çырнă сăввисене питĕ тимлесе итлерĕç, куççуль кăларакансем те пулчĕç.

Василий Лапин Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Киров облаçĕнче тайгара 5 çул вăрман касни, унтан Шупашкарти Çамрăксен театрĕнче театр студийĕнче артист ăсталăхне вĕренни, каярахпа Хусанти патшалăх университетĕнче журналист профессине алла илни, Çĕмĕрлери «Малалла» хаçат редакцийĕнче, Чăваш АССРĕн телевиденипе радиовещанин Канаш тăрăхĕнчи корреспондентĕнче, унтан «Коммунизмшăн», каярахпа «Канаш» хаçатсен редакцийĕнче тăрăшни çинчен хавхаланса каласа пачĕ.

_ Сиккассинчи ватăсен çуртĕнче 20 çын пурăнать, _ каласа парать çав стационар уйрăмĕн заведующийĕ Ирина Николаевна Данилова. _ Кунта 9 хĕрарăмпа 11 арçын, вĕсен хушшинче учительница, строитель, колхозра ĕçленĕ 4-5 çын, виçĕ водитель.

Кашни икĕ эрнере пирĕн пата ял библиотекин ĕçченĕсем килеççĕ, ватăсемпе сусăрсене тĕрлĕрен литературăпа тивĕçтереççĕ, хаçатсенче пичетленнĕ статьясемпе паллаштараççĕ. Ялти артистсем пире валли ятарласа концерт лартса параççĕ. Ялти шкулта вĕренекенсем те пире манса каймаççĕ, кунта килсех тăраççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе пире тыткăнлаççĕ. Эсир те, акă, пирĕн пата килсе хăврăн пултарулăхпа пире савăнтартăр, май пулсан, пирĕн пата татах та килме ыйтатпăр, сирĕншĕн алăк яланах яри уçă.

Сергей СЕДОЙ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *