Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта хĕрарăмсен клубĕ ĕçлени çинчен хаçатра пĕлтернĕ-ччĕ. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче унăн хастарĕсене Пĕрремĕш каналпа кăтартнă. «Ырă ир» программăра клубăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçин çумĕ Оксана Моисеева каласа кăтартнă.
Канашри Хĕрарăмсен клубĕ «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута кайнă. Унта дек-рет отпускĕнчи аннесем тата хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ сферăра тĕрĕслесе пăхма хатĕр хĕрарăмсем çÿреççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне клуб тăватă лару ирттернĕ, унăн ĕçне 60 ытла çын хутшăннă. Центр консультанчĕсем пулăшнипе 15 хĕрарăм хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пултарнă, 5-шĕ çĕнĕ ĕç вырăнне тухма ятарлă хушма пĕлÿ илнĕ.
— Федераллă канал çине тухасси пăлхануллă самант. Клуба çÿрекенсем камерăсем умĕнче çухалса каймарĕç, Раççей çыннисене хăйсем кунта мĕн ĕç туни çинчен туллин каласа кăтартрĕç, _ тесе пĕлтернĕ Оксана Моисеева.