Пятница, 18 октября, 2024
Главная > Публикации > Çут çанталăк ытамĕнче каннă

Çут çанталăк ытамĕнче каннă

Çулсерен, утă уйăхĕнче, Канаш тăрăхĕнчи инвалидсен обществипе ветерансен канашĕ çут çанталăк ытамне тухаççĕ. Вĕсем хăйсен общество организацĕйсенче тăракан хастарсем валли унта хаваслă кану йĕркелеççĕ, пулă тытассипе, пневматика винтовкинчен тĕл перессипе тата шашка вăййипе ăмăрту ирттереççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем яланхиллех Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи илемлĕ вырăна пуçтарăнаççĕ.

Çак ырă йăлана ветерансем кăçал та пăсман. Канашсен çут çанталăкри канăвĕпе хальхинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов паллашнă, вăл тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисене парнесем парса хавхалантарнă. Спорт уявне пуçтарăннисене Энтриялĕнчи «Пинер» фольклор ушкăнĕ тата Çĕрпÿ тăрăхĕнчи артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Кашнине ăмăрту вăхăтĕнче тытнă пулăран пĕçернĕ техĕмлĕ шÿрпепе сăйланă.

Мероприяти йĕркелÿçисем Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникне Светлана Дмитриевана, вырăнти шкул директорне Андриян Сидорова тата вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçине Аркадий Гурьева тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *