Пятница, 20 сентября, 2024
Главная > Публикации > Шырав отрячĕ — яланах шыравра

Шырав отрячĕ — яланах шыравра


Янкăлч шкулĕн шырав отрячĕ черетлĕ экспедицие кайма хатĕрленет. Шкул ачисем çулсеренех Калуга облаçĕнчи «Зайцев тăвĕ» çинче пулаççĕ.
Чăваш Енри ытти шырав отрячĕсен хастарĕсемпе пĕрле вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕ- хех выртса юлнă паттăрсене çĕклеççĕ, салтаксен харпăр япалисене тупаççĕ. Вăрçăран киле таврăнайман салтаксен ят-хушаматне палăртма май килсен вĕсен тăванĕсемпе çыхăнаççĕ.
Аса илтеретпĕр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «Зайцев тăвĕ» çывăхĕнче хаяр çапăçусем пынă. Çулталăк ытла вăрçă вут-çулăмĕ тăкăннă вырăнта 100 пин ытла совет салтакĕсемпе офицерĕсем паттăрла пуçĕсене хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *