Пятница, 20 сентября, 2024
Главная > Публикации > Вун тăхăр çулхи каччăсене герой ятне памалла пулнă

Вун тăхăр çулхи каччăсене герой ятне памалла пулнă

Эпĕ ăна мĕн ачаран пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Сергеев Ивана Ксени аппапа унăн мăшăрĕ, малтан «Соревнование», каярахпа çĕнĕ, «Путь Ленина» ят илнĕ колхозăн бригадирĕнче пĕр улшăнмасăр 20 çул ытла ĕçленĕ Александр Демьянов тĕпленсе пурăннă Карсак урамĕнче яланах кураттăм. Вăл ача-пăчапа лăпкăн, сăпайлăн калаçатчĕ, сывлăх сунсан яланах хирĕç сывлăх сунатчĕ. Анчах унпа чарăнса тăрса чуна уçса калаçни пулман. Хăвăрах шутлăр-ха: шкулта улттăмĕш е çиччĕмĕш класра вĕренекен ача хăйĕнчен 15 çул аслă фронтовикпа мĕн çинчен калаçма пултартăр;

Иван колхозри ĕçсене хастар хутшăнатчĕ, бригадир хушсан суха тума, тырă акма, колхоз анисене сÿрелеме пĕр сăмахсăр тухатчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче колхозри пĕтĕм ĕçе вăрçăран Çĕнтерÿпе таврăннă арçынсем лаша вăйĕпе тăватчĕç. Ун чухне тырра хальхи пек темĕн сарлакăш сеялкăсемпе акман, вăй питти арçынсем мăйĕнчен кунтăк çакса тырра уй-хирте ывăçпа сапа-сапа çÿренĕ.

Ĕнерхи фронтовик Сергеев Иван чи хастар колхозниксенчен пĕри пулнă, ирсерен, апата кăп-кап хыпкаласа, бригадир хушнă ĕçе тума васканă.

Юлашки çулсенче, пенсие тухас умĕн, вăл аслă конюхра тăрăшатчĕ: ирсерен, лашапа ĕçе каякансене сÿс-менпе йĕнер, тилхепепе пĕкĕ паратчĕ. Каçпа, ĕç вĕçленсен, ут таврашне каялла йышăнатчĕ. Ун чухне Сергей Иванĕ ?ялта ăна çапла чĕнетчĕç/ вăрçăра разведчик пулнă, паттăр ĕç тунăшăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă текен сас-хура çÿретчĕ.

Пурнăçран уйрăлса каяс умĕн вăл питĕ вăйлă чирленĕччĕ, Карсак урамĕнче хăйсен килĕ умĕнче уткаласа çÿретчĕ, çынсемпе хутшăнсах каймастчĕ, анчах сывлăх сунсан вăл та хирĕç сунатчĕ, «мĕнле пурăнатăн-ха, Иван тете;» _ тесе ыйтсан кĕскен кăна, «лайăх!», _ тетчĕ те малалла утатчĕ.

1925 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Пĕршенер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ- скер, вăл 2003 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче çак ялтах, 78 çитсе, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Эпĕ кăна мар, Пĕршенерти кашни çын Иван Сергеев сержант Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕнле паттăрла ĕç тунăшăн пысăк наградăна тивĕç пулнине пĕлмесĕрех юлчĕ.

Акă, пĕр-икĕ эрне каялла кăна ялти лавкка умĕнче Сергеев Иванăн Василий ятлă пиччĕшĕн ывăлĕпе, Сашукпа – Александр Васильевпа тĕл пултăм. «Пĕлетĕн-и, Степаныч; _ терĕ вăл мана, _ ман тетене, Сергеев Иван Сергеевича, 1944 çулта «Совет Союзĕн Геройĕ» ят илме тăратнă;»

Акă ман умра Раççей Федераци- йĕн Оборона Министерствин «Халăх паттăрлăхĕ» сайтĕнчен илнĕ документсен тĕрки, вĕсен шутĕнче – виçĕ награда листи: Сергеев Иван Сергеевич кĕçĕн сержантăн, Челябинск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Биткулов Иван Тимофеевич красноармеецăн тата Ульяновск облаçĕнчи Прончев Дмитрий Семенович сержантăн. Вĕсене виççĕшне те «Совет Союзĕн Геройĕ» ят илме тăратнă. Виççĕшĕ те 1925 çулта çуралнă, 1944 çулта вĕсем вун тăххăрта пулнă.

Сергеев Иван Сергеевичăн награда хутне вулатпăр: «Паттăрлăх е хисепе тивĕçлĕ ĕçсем тунине кĕскен тата конкретлă çырса кăтартни. Сергеев юлташ 1944 çулти мартăн 18-мĕшĕнче икĕ юлташĕпе пĕрле, хăйĕн пуçарăвĕпе Винница хулин Хĕвеланăç пайне тăшманран хăтарнă чухне Буг юхан шывĕ урлă чăн малтан сулăпа ишсе каçса юхан шывăн сылтăм çыранĕнчи тăшман плацдармне тытса илнĕ. Тăшман вăйлăн персе тăнине , темиçе хутчен контратакăланине пăхмасăр, Сергеев юлташ, паттăрлăх кăтартса, пĕр талăк çурă Буг юхан шывăн сылтăм çыранĕнче пулăшу çитиччен тытăнса тăнă. Выçă, шăнса хытнă тумтирпе, хĕйĕн хĕç-пăшалĕпе усă курса батальона юхан шыв урлă каçма майсем туса панă. Шыв урлă каçнă чухне взвод комадирĕ амансан хăйĕн ирĕкĕпе унăн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă, Взвода чăн малтан шыв урлă каçарнă. Взвода ертсе пырса Сергеев юлташ электростанцине тата тăшманăн вут-хĕм точкисем вырнаçнă темиçе çурт-йĕре тăшмансенчен тасатнă, çак çапăçура хăй кăна 15 нимĕçе пĕтернĕ. Тăшманăн икĕ пулеметне туртса илсе вĕсемпе нимĕçсене пеме тытăннă, Çавна май Украинăри пысăк чукун çул узелне, промышленнăçпа область центрне туртса илме майсем туса панă.

Буг юхан шыв урлă каçнă, Винница хулине илнĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Сергеев юлташ «Совет Союзĕн Геройĕ» ята илме тивĕç.

327 СП командирĕ

Катанцев майор

Штаб начальникĕ

Соколов майор»

Плацдарма хÿтĕлесе, 19 çулхи виçĕ паттăр тăшманăн тăватă контратакине сирсе янă, унтан, тăшман ретĕнчи пăтрашупа усă курса, атакăна çĕкленнĕ, икĕ станковăй пулемета, 24 нимĕç ларнă блиндажа тĕп тунă. Мĕн пурĕ виçĕ паттăр нимĕçсен 47 салтакĕпе офицерне тĕп тунă, электростанцинчи нимĕçсене тĕп туса ăна туртса илнĕ.

Виçĕ награда хутне те Харьков ячĕллĕ 133-мĕш стрелковăй дивизин штабне тăратнă, вĕсем çине 1944 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче дивизи командирĕ Василевский çапла резолюци çырнă: «Правительство наградине – «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕç».

Виçĕ харсăра Герой ятне пама 52-мĕш стрелковăй корпус командирĕ гварди генерал-майорĕ Перхарович та хирĕç пулман. Стрелковăй корпус штабĕнчен награда хучĕсене 1944 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Армин Çар Советне ярса панă. Вĕсем çине çапла резолюци çырнă: «Заключение Военного Совета Армии. Достоин награждения орденом «Красное Знамя»

Командующий 1-й гв. Армией гв. генерал-полковник Гречко.

Член Военного Совета гв. генерал-майор Васильев»

Мĕншĕн-ха Çар Совечĕ Сергеева, Биткулова тата Прончева Герой ятне паман; Ман шутпа, пысăк званиллĕ офицерсемпе генералсем 19 çулхи виçĕ çамрăк плацдарма пĕр талăк çурă алăран яманнине, тăшманăн 4 контратакине сирсе янине, хăйсем вара виççĕшĕ те чĕрĕ юлнине, пĕри те аманманнине ĕненме пултарайман. Виçĕ паттăр хастарлăхне стрелковăй полк комадирĕ те, дивизи командирĕ те, стрелковăй корпус командирĕ те çирĕплетсе панă.

Ман шутпа, виçĕ паттăртан нихăшĕ те хăйсене герой ятне пама тăратнине пĕлмен пулĕ. Мĕншĕн тесен Пĕршенерте «Сергей Иванĕ вăрçăра чутах Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăман» текен сас-хура çÿренĕ пулĕччĕ.

Сергеевсен çемйинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине виççĕн кайнă. Иван çинчен каларăмăр ĕнтĕ. Сергеев Василий 1917 çулта çуралнă, 1983 çулта вилнĕ. Фронтра «ефрейтор» звани илнĕ, «За боевые заслуги медале тивĕç пулнă, Иванов ?Сергеев/ Кузьма 1919 çулта çуралнă, 1941 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче вăрçăра вилнĕ. Кузьма Сергеевичпа ман кукка Ивофов Иван Гродно хулинче пĕр чаçре хĕсметре тăнă, иккĕшĕ те пĕр вăхăтра пуçне хунă.

Сергеев Иван 1944 çултах йывăр аманать те ăна комиссовать тăваççĕ. Тăван яла таврăнать, мăшăрланать. Арăмĕпе, Мария Иосифовнапа тă-ватă ывăл та икĕ хĕр çуратаççĕ. Паянхи кун тĕлне икĕ хĕрĕ кăна пурăнаççĕ.

Василий ЛАПИН

Пĕршенер ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *