Пятница, 20 сентября, 2024
Главная > Культура > Канашра пĕрремĕш тĕслĕх библиотека уçăлĕ

Канашра пĕрремĕш тĕслĕх библиотека уçăлĕ


«Культура» Наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн çĕршывра çулсерен тĕслĕх библиотекăсем уçăлаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсен шучĕ пинрен те иртнĕ.
Кĕçех çакнашкал вулавăш Канаш хулинче те хута кайĕ. Унăн пулас вырăнĕпе Чăваш Енĕн культура министрĕ Светлана Каликова паллашнă.
Вулавăш Канашри культура керменĕнче вырнаçĕ. Вăл _ Канаш хулинчи пĕрремĕш тĕслĕх библиотека пулĕ. Ăна цифра ресурсĕсемпе çыхăнтарĕç, кĕнекесен фончĕ те палăрмаллах пуяланĕ. Ушкăнпа занятисем йĕркелемелли лапам та пăхса хăварĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *