Пятница, 15 ноября, 2024
Главная > Публикации > «Нива» агитбригада хаваслӑ концертсем лартнӑ

«Нива» агитбригада хаваслӑ концертсем лартнӑ

Иртнӗ хаяр вӑрҫӑ Ҫӗнтерӳпе вӗҫленсенех, 1946 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче, РСФСР Министрӗсен Совечӗ постановлени йышӑннӑ. Унта культурӑпа ҫут ӗҫ учрежденисен комитетне районсенчи культура ҫурчӗсем ҫумӗнче ялан ӗҫлекен лекторисем тума хушнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн культура ҫурчӗсенче лекторисем уҫӑлнӑ.

Ҫавӑн пек лекторие Сиккасси салинче те 1948 ҫулхи май уйӑхӗнче уҫнӑ. Ҫак лектори 13 ҫынна пӗрлештерсе тӑнӑ. (1-мӗш фото) Лекторсен списокӗнче учительсем, врачсем, колхоз председателӗ тата ытти активистсем пулнӑ. Акӑ вӗсем, лекци ӗҫне активлӑ хутшӑнакансем: С.П. Ухъянкин, Е.Е. Суранова, С.Т. Тимофеев, Д.Л. Казаков, Т.И. Пушкарёва, А.И. Краснова, А.Д. Данилин, М.Н. Никитина; больницӑри врачсем: И. В. Воробьев тата Т.С. Воробьева; Жданов ячӗпе хисепленсе тӑракан колхоз председателӗ К.Е. Суранов, «Большевик» колхозри ватӑ колхозник .Т.Е. Хонюков, пуҫламӑш парторганизацин секретарӗ Н.Г. Григорьев. (2-мӗш фото). Чӑваш Республикинчи пӗрремӗш лекторисем ҫинчен 1950 ҫулта В.Ф. Каховский «Сиккасси ялӗнчи лектори» текен ӗҫӗнче питӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Халӑха ҫутта кӑларса, ӗҫре хавхалантарса пырас ӗҫе 1950-1960-мӗш ҫулсенче те туса пынӑ.

1961 ҫулта Канаш районенче агитбригада «Нива» йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫи Якимов Михаил Ефимович пулнӑ. М.Е. Якимов 1950 ҫулсенче Канашри ДОСААФра ӗҫлетчӗ. Кашни яла ҫитсе шкул ачисем хушшинче те, колхозра ӗҫлекен ҫамрӑксем хушшинче те чупасси, граната ывӑтасси, йӗлтӗрпе чупасси, пӑшалтан пересси тата шашкӑ-шахматла выляс соревнованисем иртеретччӗ.

Вӑл вӑхӑтра вӑрҫӑ чарӑнни 10-15 ҫул ҫеҫ иртнӗ пирки ҫара тӗреклетес тесе ҫамрӑксем хушшинче пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ. Питӗ тӑрӑшуллӑ ҫын пулнине курах ӗнтӗ Михаил Ефимовича ӗҫлеме Канаш районӗн Райкомне илнӗ. Ҫапла, агитбригадӑра, Якимовсӑр пуҫне Канаш райкомӗнчӗ ӗҫлекен Иванова Римма Ивановна, Сиккассинчен Бабанов Н.М., Елисеев В.П. (вӑл питӗ лайӑх юрлатчӗ. Кашни ялта «Пирӗн атте сазан пулӑ» ятлӑ юрра юрласа паратчӗ), тата эпӗ, Талля Галина Ивановна, пулнӑ. Маякран Никонов Алексей – вӑл купӑс калатчӗ, Ҫӗнӗ Шелттемрен – Цаплина Таисия Дмитриевна, Кивӗ Шелттемрен – Таисия Павлова тата Яманкассинчен Ильина Нинӑна лайӑх юрлать тесе чӗннӗччӗ те ӑна Михаил Ефимович ытла ҫамрӑк тесе 2 концерт панӑ хыҫҫӑнах килне каялла леҫтерчӗ. (3-мӗш фото).

Агитбригада ӗҫӗ пуҫланиччен малтан Михаил Ефимович кашни колхозра, бригадӑсенче пулса хӑҫан вӗсен патне агитбригада килессе колхоз председателӗсемпе, бригадирсемпе калаҫса татӑлнӑ. Кам колхозра тӑрӑшса ӗҫлет весен списокне, вӗсем мӗнле ӗҫре палӑрнине тата кам ӗҫе тухасшӑнах мар, тухсан та япӑх ӗҫлет пулсан – вӗсен списокне те хатӗрлесе хума ыйтнӑ. Ҫапла вара, агитбригада хӑш колхоза ҫитнӗ унӑн аллине 2 список панӑ: тӑрӑшуллӑ ӗҫченсен тата (кахалтарах ӗҫлекенсен) – вӑл вӑхӑтра ҫавӑн пек каланӑ.

Агитбригада ӗҫне Сиккассинчен пуҫланӑ, унтан Яманкасси, Маяк, Ҫӗнӗ Шелттем, Кивӗ Шелттем, Вӑрӑмпуҫ, Вӑтапуҫ, Кайӑкел, Ҫатӑрка Ҫырми, Ҫӑлпуҫ, Карӑклӑ, Юмансар, Шаккӑл, Ахпӳрт, Уҫырма ялӗсенче ирттернӗ. (4-мӗш фото) Эпӗ малалла кайман: 1-мӗш сентябрьте шкулта ӗҫ пуҫланнине пула, манӑн хамӑн ӗҫе шкула каймалла пулнӑ. Ытти участниксем сентябрь тӑршшӗпех ҫӳренӗ. Вӗсен ушкӑнне, Цаплина Таисия каласа панӑ тӑрӑх, ытти ялсенчи завклубсем хутшӑннӑ. Концертне яланах кану вӑхӑтӗнче ирттерме тӑрӑшнӑ. Чи малтан ӗҫ ҫыннисен умӗнче Михаил Ефимович сӑмах илнӗ. Вӑл вӗсене тӗнчери лару-тӑрупа, унтан хамӑр ҫӗршыв ҫитӗнӗвӗсемпе, Чӑваш Республикин ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштаратчӗ. Хӑш-пӗр чух колхоз мӗнле аталанса пыни ҫинчен каласа пама колхоз председателӗсем сӑмах илетчӗҫ. Халӑха пуҫтарӑнса итлеме хаваслӑ пултӑр тесе концерт лартса параттӑмӑр.

Малтан колхозра тӑрӑшса ӗҫлекенсене, малта пыракансене халалланӑ мухтавлӑ такмаксем юрласа панӑ. Ун хыҫҫӑн япӑх ӗҫлекенсене хушаматпа ятпа асӑнса Иванова Римма такмакласа юрласа паратчӗ. Ҫапла Вӑтапуҫӗнче пуху-концерт лартса панӑ хыҫҫӑн, эпир ҫуранах Кайӑк- елне унтан Ҫатӑрка кайса концертсем патӑмӑр.

Пире Ҫатӑрка Карӑклӑ машини килсе малтан Вӑтапуҫне каялла апата илсе каймалла пулнӑ, ун хыҫҫӑн Карӑклӑна. Эпир Ҫатӑркӑ уйӗнче машина кӗтсе чылай лартӑмӑр. Питӗ шӑрӑх тӑнӑ пирки ҫурран утсан аванрах пулӗ тесе Карӑклӑ еннелле утрӑмӑр. Карӑклӑна ҫитеспе, Ҫӑлпуҫ тӗлнелле, пысӑк пӗве куртӑмӑр та (хӑшӗсем шыва кӗресшӗн пулнипе) унталла утрӑмӑр. Шыва Бабановпа Никонов тата Иванова Римма кӗрсе кайрӗҫ. Эпир пит-куҫпа ал-урана йӗпетсе ҫыран хӗрне канма вырнаҫса лартӑмӑр. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ Никонов шывра «Путап, путап», – тесе кӑшкӑрать те шывра ҫухалать, чӑмса тухать те кӑшт ишсен татах ҫапла кӑшкӑрать. Эпир ҫыран хӗрринче кулса ларатпӑр. «Вот ача-пӑча вӗт, мӗн хӑтланать», – тесе. Ҫавӑн пек 3-4 хут кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн пирӗн Алексей чӑннипех те курӑнми пулчӗ. «Чӑмса ҫыран хӗрринелле килет пулӗ-ха», – тесе ларатпӑр. Анчах та чылай вӑхӑт иртсен пурте пӗр харӑс кӑшкӑрса ятӑмӑр. «Михаил Ефимович, Никонов путрӗ пулӗ!» – тесе. Вӑл ҫав вӑхӑтра пирӗнтен аякра мар блокнот ҫине тем ҫырса ларатчӗ. Михаил Ефимович эпир кӑшкӑрнине илтсен шыва хывӑнмасӑрах чӑмрӗ. Эпир тӗллесе кӑтартнӑ вырӑналла ишсе кайрӗ. Ҫапла темиҫе хутчен чӑма-чӑма шыраса Алексея ҫыран хӗрне илсе тухрӗ. Искусственнӑй дыханисем туса хӑстарчӗҫ, тӑна кӗртрӗҫ. Алексей шыва темиҫе хут чӑмнӑ хыҫҫӑн унӑн икӗ урине те шӑнӑр хутласа лартнӑ пулнӑ.

Кӑшт тӑрсан Юмансартан грузовик ҫитрӗ. «Карӑклӑ грузовикӗ пӑсӑлнӑ», – терӗ шофер. Михаил Ефимович малтан Никонова килне леҫсе хума каларӗ. Грузовик каялла киличчен эпир Карӑклӑна ҫитнӗччӗ, анчах пире валли никам та апат хатӗрлесе хуман иккен. Ҫавӑнпа эпир выҫӑллах Юмансара ларса кайрӑмӑр. Карӑклӑпа Юмансар хушшинче ҫул тӑршшӗпех (пысӑк лаптӑк ҫӗр ҫинче) хӗвел ҫаврӑнӑш ани куртӑмӑр (5-мӗш фото).

Хӗвел ҫаврӑнӑшӗ пулса ҫитнӗ темелле, ҫапах та ӑна пухса кӗртмен-ха. Эпир часрах, хӗвел ҫаврӑнӑшне тӗшӗлес ӗмӗтпе, кабинӑна ҫӳлтен шаккатпӑр. Машин чарӑнчӗ те Михаил Ефимович пире анма хушмарӗ. Шоферпа иккӗшӗ пӗрер пуҫ хуҫса тухса пайласа пачӗҫ. Пире вара «Ытлашши юрамасть, колхоз ани», – терӗ. Юмансарта халӑх пире кӗтсӗ тӑнӑ. Тӗттӗмлене пуҫланӑ пулсан та Михаил Ефимович тӗнчери лару-тӑрупа, вырӑнти хыпарсемпе паллаштарчӗ.

Эпир вара кунӗпе выҫӑ пулсан та ҫынсене савӑнтарас тесе хаваслӑ концерт лартса патӑмӑр. Ҫак Агитбригадӑра тӳлевсӗр концертсем лартса ҫӳренӗшӗн пире пурне те Хавхалану хучӗ парса наградӑланӑ.

Галина ТАЛЛЯ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *