Чăваш Енĕн Наци вулавăшĕ чăваш классикĕсемпе хальхи авторсен хайлавĕсен чи лайăх тĕслĕхĕсене упраса хăварассишĕн нумай тăрăшать. Электрон вулавăшра республикăри театрсен артисчĕсем вуланă 100 ытла аудиокĕнеке упранать.
Литература хайлавĕсене илемлĕ вулас текенсен «Тăван сăмах» конкурса хутшăнма май пур. Конкурса чăваш чĕлхине сарас тата чăваш çыравçисен пуян еткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе ирттереççĕ. Унта 10 çултан аслăрах çулхи çамрăксем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен вулавăшăн «Чувашская детская литература» ?раздел «Проза на чувашском языке»/ электрон коллекцийĕнчи хайлава вуламалла. Авторсем çавăн пекех хăйсен хайлавĕ- сене те вулама пултараççĕ.
Ĕçсене ака уйăхĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

