Республикăра «Ялти культура ĕçченĕ» патшалăх программи ĕçлеме тытăнĕ. Ăна Чăваш Ен Правительстви çирĕплетнĕ. 50 пин çын таран пурăнакан ял-салана ĕçлеме каякан культура ĕçченĕсене 1 миллион тенкĕ парĕç. Малтан вĕсен конкурс комиссийĕ витĕр тухмалла пулĕ. Унтан вырăнти культура организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетмелле. Ăна Чăваш Енĕн Культура министерстви ырласа йышăнмалла.

