Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > 100 ырă ĕçе халалланă акцие хутшăннă

100 ырă ĕçе халалланă акцие хутшăннă

Кăçал, хула кунĕнче, Канашăн 100 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр. Уяв мероприятийĕсем çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртĕç. Унччен маларах Канашра ĕçлесе пурăнакансем хулан юбилейĕ тĕлне старт панă ырă ĕçсен марафонне хастар хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть марафон- ра Канашри медицина центрĕн ĕçченĕсем те палăрнă. Тĕплĕнрех хулари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн ертÿçи Ольга Васильева каласа парать:

– Канашăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, 100 ырă ĕç туса ирттерес тĕллевпе, эпир те хамăр туслă йышпа йывăç лартма тухрăмăр. Çамрăк хунавсене БАМ микрорайонта вырнаçнă 1-мĕш номерлĕ тухтăр амбулаторийĕн картишĕнче лартса хăвартăмăр. Çак пархатарлă ĕçе тума асăннă микрорайонта пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Аслă ÿсĕмри «кĕмĕл волонтерсем» те айккинче юлмарĕç. Кĕçех çамрăк туя, сирень тата кăвак чăрăшсен хунавĕсем илемлĕ сквера çаврăнĕç. Тухтăр амбулаторине медицина пулăшăвĕ илме пыракан тăватă пин ытла çын вĕсен илемне курса киленĕ. Çак сквера сиплев çурчĕн картишĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕнче чĕртсе тăратнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вăл вăрçă паттăрĕсене яланах асра тытма май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *